Кӑҫалхи июлӗн 27-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑннӑ, район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсенчен пӗри Ольга Тихоновна Харитонова ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче 1900 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 9 ҫул тултарсан ялти пуҫламӑш шкула вӗренме кайнӑ, ӑна 1913 ҫулта пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Кӗҫӗн Елчӗкри икӗ класлӑ училищӗре пӗлӳ илнӗ. Ҫамрӑкӑн малалла вӗренес тӗллевӗ пысӑк пулнӑ. Ҫакӑ ӑна Хусан хулине илсе ҫитерет. 1916—1917 ҫулсенче хӗр машинопись курсӗнче вӗренсе экстерн йӗркипе экзаменсем тытса уйрӑм ҫын гимназийӗн 4-мӗш класне пӗтерет.
Тӑван тӑрӑх хӑй еннех туртнӑ пулӗ, 1917 ҫулта Ольга яла таврӑнать. Вӑл Ҫӗнӗ Кипеҫри пуҫламӑш шкулта учительница-практикантка пулса ӗҫлеме пуҫлать. Тепӗр ҫулран вӑл Теччӗри виҫӗ ҫуллӑх педагогика курсӗнче вӗренме тытӑнать. Кӗҫех унта шӑллӗ Варсанофий те пӗлӳ илме пуҫлать. Иккӗшӗ вӗреннӗ вӑхӑтрах атӑ-пушмак мастерскойӗнче ӗҫлесе апат-ҫимӗҫлӗх укҫа-тенкӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Йывӑрлӑхсене парӑнмасӑр вӗсем ӑна ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтереҫҫӗ.
1921 ҫулта Ольга Харитонова Теччӗри ача сачӗн заведующийӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫулталӑкран ҫуралнӑ ене таврӑнса Ҫӗнӗ Мӑратри пуҫламӑш шкул заведующийӗнче тӑрӑшма тытӑнать. 1923 ҫулта хӗр Вутланри III-мӗш Интернационал ячӗллӗ ача ҫурчӗн, 1924 ҫулта Хирти Сӗнтӗр пуҫламӑш шкулӗн учителӗ пулса вӑй хурать.
1924 ҫулта О.Харитонова Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль каччипе ҫемье ҫавӑрать. Вӗсен Герольд ятлӑ ывӑл ҫуралать (ӳссе ҫитсен вӑл ҫар офицерӗ пулнӑ).
1927—1932 ҫулсенче Ольга Тихоновна Ҫӗнӗ Кипеҫри пуҫламӑш шкул заведующийӗ пулать. Кунта районта чи малтан ун пуҫарӑвӗпе, ял Совечӗн йышӑнӑвӗпе пур ачана та пуҫламӑш пӗлӳ парассине йӗркелеҫҫӗ.
Пултаруллӑ хӗрарӑм ачасене вӗрентнипе ҫеҫ лӑпланса лармасть, трахома чирӗпе кӗрешес ӗҫе те хастар хутшӑнать. Колхозсем йӗркелес тесе те тӑрӑшать. Вӑл вӑхӑт пӑтрашуллӑ пулнӑ. Малтанлӑха халӑх хӑйсен ирӗкӗпе колхозсене кӗресшӗн пулман. Ялта пӗрлешсе ӗҫлесси пирки тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫын пулнӑ. Ирӗксӗрлеттерсе колхоза ҫырӑнтарнипе кӑмӑлсӑр юлнӑ ҫынсем ҫӗрле вӑл пурӑнакан ҫурта вут тӗртсе ҫунтарса яраҫҫӗ. Апла пулин те вӑл хӑйӗн шухӑшӗсенчен пӑрӑнман, халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫӗсем тума пӑрахман.
1932—1937 ҫулсенче Ольга Тихоновна Хирти Сӗнтӗр тулли мар вӑтам шкулне ертсе пырать. Кунта та вӑл пуҫарулӑхпа, тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑрать. Асӑннӑ шкул ачасен пӗлӗвӗн шайӗпе, унта пӗлӳ парас ӗҫре новаторла мелсемпе тухӑҫлӑ усӑ курнипе Чӑваш АССРӗнчи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан шкулсен йышне кӗрет.
1937 ҫулта О.Харитоновӑна СССР Верховнӑй Совечӗн 1-мӗш созывӗн депутачӗ пулма суйлаҫҫӗ. Вӑл Чӑваш республикин делегацийӗпе Кремльте иртнӗ РСФСР Верховнӑй Совечӗн 8-мӗш съездне хутшӑнать.
1937—1938 ҫулсенче хастар хӗрарӑм Патӑрьел районӗнчи Туҫари вӑтам шкул директорӗнче ӗҫлет. 1938 ҫулхи январӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ пленумра ӑна Патӑрьел райӗҫтӑвком председателӗ пулма суйланӑ. 1939 ҫулта, Комсомольски районне туса хурсан, Ольга Тихоновна вырӑнти влаҫа ертсе пыма пуҫлать. Пысӑк вырӑнта ӗҫлесен те вӑл халӑхпа ҫывӑх пулма пӑрахмасть.
Ӗҫ нумай пулсан та Ольга Тихоновна малалла вӗренме тӑрӑшать. Чӑваш педагогика институтне вӗренсе пӗтерет. Вӑл райӗҫтӑвкомне ертсе пынӑ ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланать. Пӗтӗм халӑхпа пӗрле О.Харитонова фронта пулӑшас ӗҫре пулать. Яваплӑ ӗҫсем унӑн сывлӑхне те хавшатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл 1943 ҫулта хӑйне район шайӗнчи яваплӑ ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырать. Ҫав ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗнчен райӗҫтӑвком председателӗнче В.Н.Падюков ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пултаруллӑ хӗрарӑма тепӗр яваплӑ ӗҫ шанса параҫҫӗ. 1943—1947 ҫулсенче вӑл Патшалӑх банкӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗн управляющийӗ пулса ӗҫлет. Кунта та хӑйӗн пӗтӗм вӑйне парса тӑрӑшать.
1948 ҫулта Ольга Тихоновна каллех ачасене вӗрентес ӗҫе таврӑнать. Вӑл Комсомольски вӑтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ пама тытӑнать. Шел, пултаруллӑ хӗрарӑмӑн ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. 1949 ҫулхи августӑн 29-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлать. Ҫӗр ҫинче 49 ҫул пурӑнса Ольга Тихоновна обществӑшӑн пысӑк ӗҫсем туса хӑварнӑ. Унӑн хастарлӑхне правительство пысӑка хурса хакланӑ. 1939 ҫулта Чӑваш республикинче пурӑнакансенчен чи малтисен йышӗнче Ленин орденне илме тивӗҫ пулнӑ. Ӑна «1941—1945 ҫулхи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медале тата ытти наградӑсене панӑ. Вӑл тата унӑн шӑллӗ, Чӑваш АССР ҫутӗҫ наркомӗнче ӗҫленӗ Варфоломей Тихонович тӑрӑшнипе Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи шкулта вӑтам пӗлӳ пама пуҫланӑ.
Округра иртнӗ ӗмӗрте пурӑнса районшӑн пӗлтерӗшлӗ те пархатарлӑ ӗҫсем туса хӑварнӑ ҫынсем татах та нумай. Вӗсен ӗҫӗсемпе ячӗсене пирӗн манса каймалла мар.
Валентина Шингалова,
округӑн архив секторӗн заведующийӗ.

