Вторник, 13 октября

Спорт уявне васкӑр

Ыран,  августӑн 9-мӗшӗнче,  Комсомольскинчи «Кӗтне» ФСК стадионӗнче Физкультурник кунне уявлаҫҫӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансен унта тӗрлӗ спорт тӗсӗнче хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме май пулӗ.

ҫамрӑк футболистсем тата опытлӑ спортсменсем мини-футболла выляса пултарулӑхне кӑтартӗҫ. ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне те ачасенчен пуҫласа спорт ветеранӗсем таранах хутшӑнма пултараҫҫӗ. ҫавӑн пекех чушкӑлла выляса,  пляж волейболӗнче,  канат туртассинче,  баскетболта пултарулӑха кӑтартма пулӗ. ҫемйипех спортпа интересленекенсем валли ҫемье командисен ӑмӑртӑвне те йӗркелеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ГТО нормисене парас текенсем те ҫакна пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.

Спорт уявне хутшӑнакансене 9 сехет те 30 минутра регистрацилеме пуҫлаҫҫӗ,  мероприятие 10 сехет те 30 минутра уҫаҫҫӗ. Хутшӑнма васкӑр,  ҫемйӗрсемпе юлташӑрсене пӗрле илсе пырӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *