Вторник, 13 октября

Заявлени йышӑнаҫҫӗ

Заявлени йышӑнаҫҫӗ

Госуслуги порталӗнче дистанциллӗ электронлӑ сасӑлава хутшӑнма заявленисене йышӑнма пуҫланӑ. Хисеплӗ суйлавҫӑсем,  сасӑлав кунӗсенче,  2025 ҫулхи сентябрӗн 12—14-мӗшӗсенче, паллӑ условисене пула эсир хӑвӑр суйлав участокне сасӑлама пыма пултараймастӑр пулсан,  сирӗн ҫакна аякран тума питӗ лайӑх май пур.  Аса илтеретпӗр, дистанциллӗ электронлӑ сасӑлав икӗ тапхӑртан тӑрать:

— 2025 ҫулхи июлӗн 28-мӗшӗпе сентябрӗн 8-мӗшӗ хушшинчи тапхӑрта Госуслуги порталӗнче заявлени памалла;

— ДЭГ порталӗнче сасӑлав сентябрӗн 12-мӗшӗнчи 8.00 сехетрен пуҫласа сентябрӗн 14-мӗшӗнчи 20.00 сехетчен (vybory.gov.ru.).

ДЭГа хутшӑнма заявлени ӑнӑҫлӑ парас тесен,  ҫакӑн пек условисене пӑхӑнни кирлӗ:

— суйлавҫӑн Госуслуги порталӗнче ҫирӗплетнӗ учетлӑ ҫыру пулмалла;

— усӑ кураканӑн аккаунтне вырнаҫтарнӑ даннӑйсем актуаллӑ пулмалла (Ф.И.О): паспорт даннӑйӗсем, пурӑнмалли вырӑнта регистрациленни, телефон номерӗ тата (е) электронлӑ почта адресӗ;

— суйлавҫӑн Госуслуги порталӗнче кӑтартнӑ даннӑйӗсемпе пӗр килмелле.

Шута илӗр, суйлавҫӑсен   даннӑйӗсене хӑйсем тӗллӗн тата вӑхӑтра ҫӗнетмелле.  Портал сирӗн даннӑйсене ҫӗнетмест.  Ҫакна малтанах тумасан, ДЭГа хутшӑнма заявлени панӑ чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *