Вторник, 13 октября

Вӑрманти пушар хӑрушӑ

Вӑрманти пушар хӑрушӑ

Вӑрмана пирӗн планетӑн  ӳпки тетпӗр. Вӑл сывлӑша тасатса кислородпа пуянлатать. Вӑрманта пушар тухни уйрӑмах хӑрушӑ. Кун пек чухне йывӑҫ-курӑк, чӗрчунсем шар кураҫҫӗ, экотытӑм сиенленет. Вӑрманти пушар питӗ хӑвӑрт сарӑлса пырать, кӗске хушӑрах пысӑк лаптӑка ярса илет. Ҫуннӑ вырӑнта ҫӗнӗрен вӑрман чӗртесси вара пӗрре те ҫӑмӑл мар.

Чылай чухне вӑрманта пушар ҫын айӑпӗпе тухать. Асӑрханмасӑр пӑрахса хӑварнӑ пирус тӗпӗ е сӳнтермен шӑрпӑк пӗрчи, сӳнсе ҫитеймен кӑвайт, хӗвел ҫинче выртса хӗрнӗ кӗленче пысӑк инкек патне илсе пыма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кашнин вӑрмана кӗнӗ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулмалла.

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн республикӑра пушара хирӗҫ уйрӑм режим вӑйра. Ятарлӑ хушупа ҫак режима пӑрахӑҫличчен вӑрмансем ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап е типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах шӑрӑх, ҫумӑр ҫуман кунсенче вӑрмансене кӗмелле мар.

Енчен те вӑрманта пушар тухнине асӑрхарӑр пулсан, ҫийӗнчех ҫакӑн ҫинчен «112» е «01» номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Вӑрмана упрар!

Иван АНАНЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *