Кашни ҫыннӑнах йӑх-хурӑнташӗ пур. Юлашки ҫулсенче ҫынсем хӑйсен несӗлӗсемпе ытларах интересленни палӑрать. Вӗсем архивсемпе ҫыхӑнса, тӑванӗсен аса илӗвӗсемпе усӑ курса Йӑх йывӑҫҫи хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл пулӑшнипе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене саланнӑ тӗрлӗ ӑрури тӑванӗсене шыраса тупса ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ.
Питрав кунӗнче тӗрлӗ ӑрури тӑвансем Аслӑ Чурачӑкри Лука йӑхӗн тӗлпулӑвне пуҫтарӑнчӗҫ. Унта Лукан 2 хӗрӗпе 4 ывӑлӗн ачисем, мӑнукӗсем, мӑн мӑнукӗсем килсе ҫитрӗҫ. Ӑҫтан анчах килмен-ши тӑвансем?! Мускав облаҫӗнчи Люберцырен, Мордовири Саранск хулинчен, Костромаран, Шупашкар, Йӗпреҫ, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел тӑрӑхӗсенчен…
Тӗлпулӑва Лукан мӑн мӑнукӗ, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн директорӗ С.А.Лукиянов уҫрӗ, пурне те уяв ячӗпе саламларӗ. Малаллла ку йӑхри пурӑнакан арҫынсенчен чи асли, Чӗчкен ял администрацин пуҫлӑхӗнче чылай вӑхӑт ӗҫленӗ Ю.Г.Лукиянов сӑмах илчӗ. Ҫакӑн пек тӗлпулу пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни, пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашма май панине палӑртрӗ. Вӑл виҫҫӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкне Л.Павловӑна тӗпчев ӗҫӗсем туса «Родословная семьи Лукияновых» кӗнекене хатӗрлесе кӑларнӑшӑн тав турӗ. Люба Шупашкарта ҫуралнӑ, Пермь хулинче ӗҫленӗ, халӗ Тӑвай округӗнче пурӑнать. Кӗнекере Лука йӑхӗн ҫичӗ сыпӑкне ҫырса кӑтартнӑ. Лука ашшӗ Ҫтаппан, аслашшӗ Якку пулнӑ, ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем, вӗсен ачисем… Тӗлпулӑва Лука Степановичӑн тӑватӑ ывӑлӗпе икӗ хӗрӗн ачисем, мӑнукӗсем, вӗсен ачисем, ачисен ачисем пурӗ 63 ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсенчен чи асли Анька инке (90 ҫул тултарать), чи кӗҫӗнни вунӑ уйӑхри Аглая.
Малалла тӑвансем ял тӑрӑх экскурсие тухрӗҫ. Аслӑ Чурачӑкра Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк патне чарӑнса чечек ҫыххисем хучӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗ-салтаксем умӗнче пуҫ тайрӗҫ. Лукан ывӑлӗ Кӗркури те вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман. Палӑкран инҫех те мар Кӗркурин тата Валентина хӗрӗн тӗп килӗсем вырнаҫнӑ. Ҫӳлти урамра Лука пурӑннӑ ҫурт вырӑнне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Кунта кирпӗчрен купаланӑ капӑр ҫурт умӗнче тӑвансене кинӗсем Лидия инке (86 ҫулта) тата Анька инке (90 ҫул) кӗтсе илчӗҫ. Ку урамрах — Лукан ывӑлӗсен Данилӑн, Геннадин, Микулан мӑнукӗсен ҫурчӗсем.
Малалла тӗлпулу Шур ҫырми хӗрринче хурӑнсем айӗнче «Аслӑ Чурачӑкри туслӑх пӳлӗмӗ» ят панӑ вырӑнта тӑсӑлчӗ. Тулӑх сӗтел хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑвансем иртнӗ вӑхӑтсене, йӑхри ҫынсене аса илчӗҫ. Апат-ҫимӗҫ астивнӗ май пӗр-пӗрин ҫинчен ытларах та ытларах пӗлсе пычӗҫ. Пӗр несӗлти ҫынсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ. Лука хӗрӗн ачисем Анна, Зоя, Светлана тата Татьяна Макарова вӑйӑ юрри пуҫларӗҫ, ҫамрӑкраххисем ташӑ картине тӑчӗҫ, ача-пӑча вӑйӑсем вылярӗ.
Лука йӑхӗнчи ҫынсем халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗнче тӑрӑшаҫҫӗ, чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ ҫынсем. Учительсем те, сывлӑх сыхлавӗн, культура, ял хуҫалӑх, суту-илӳ ӗҫченӗсем те пур вӗсем хушшинче, пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Даниле ывӑлӗн мӑнукӗ Викентий Лукиянов чӑвашсен паллӑ художникӗ. Унӑн хӗрӗ Диана та ӳнер искусствипе ӗҫлет.
Тӑвансем ҫак тӗлпулӑва йӗркелесе ирттернӗ ҫӗрте хастар тӑрӑшнӑшӑн Елена Васильевнӑпа Юрий Геннадьевич Лукияновсене, Сергей Шуряшкина, Татьяна Макаровӑна, Еленӑпа Сергей Просвирновсене, Еленӑпа Сергей Лукияновсене, Лидияпа Любовь Лукияновасене тата ыттисене те чун-чӗререн тав сӑмахӗ каларӗҫ. Малашне те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса пурӑнма, тӗл пулма калаҫса татӑлчӗҫ. Лука йӑхӗн ҫамрӑкӗсем ашшӗсемпе амӑшӗсен, аслашшӗсемпе кукашӗсен пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсса пырӗҫ.
Тамара Юманова.

