Вторник, 13 октября

Пӗр-пӗрне ӑнланни — ҫемье тӑнӑҫлӑхӗ

Пӗр-пӗрне ӑнланни — ҫемье тӑнӑҫлӑхӗ

Хырхӗрри ялӗнче пурӑнакан Петровсем Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫемье пуҫӗ,  Геннадий ялти шкула пӗтерсен Аслӑ Чурачӑкри вӑтам шкула ҫуран ҫӳренӗ. Лайӑх паллӑсемпе аттестат илсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлесен Тӑвай вӑтам шкулӗнче физика учителӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1973—1974 ҫулсенче Германири совет ҫар ушкӑнӗнче службӑра пулнӑ. Унтан таврӑнсан Вӑрманхӗрри Чурачӑкри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта тӑрӑшма тытӑннӑ. Луиза Ивановна шкул хыҫҫӑн Шупашкарти пир-авӑр комбинатне ӗҫе кӗнӗ. Тӗп хуламӑртах кооператив техникумне вӗренсе пӗтернӗ.

Ӑшӑ та тӳлек май уйӑхӗн пӗр каҫӗнче вӗсене шӑпа пӗр-пӗринпе тӗл пулма пӳрнӗ ӗнтӗ. Каччӑпа хӗр хушшинче туслӑх пуҫланнӑ, кайран вӑл юратӑва куҫнӑ. Ҫапла вара 1975 ҫулхи июлӗн 19-мӗшӗнче  Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче туй кӗрленӗ, ҫӗнӗ ҫемье ҫуралнӑ. Унтанпа 50 ҫул ҫитет. Шартлама сивӗ хӗлсем те, ҫумӑрлӑ ҫу кунӗсем те, ӑмӑр кӗркунне те пулнӑ ҫак хушӑра. Пысӑк юрату, пӗр-пӗрне хисеплени вӗсене яланах ӑшӑтса тӑнӑ. Ҫӗнӗ чӗрӗлӳ илсе килекен ҫуркунне кунӗсем, хӗвеллӗ ҫу кунӗсем вӗсене хавхаланупа вӑй парса пынӑ. Пӗрне пӗри ҫур сӑмахран ӑнланни, ырӑ сӑмахпа та, ӗҫсемпе те пулӑшса пыни ҫемьене килӗшӳпе ҫураҫуллӑх илсе килнӗ.

Луиза Ивановна 1978 ҫулччен суту-илӳре ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн 2006 ҫулччен «Восток» хуҫалӑхра бухгалтер, кадрсем енӗпе ӗҫлекен инспектор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран 2013 ҫулччен Хырхӗрри ял администрацийӗнче ҫарпа учет ӗҫне туса пынӑ. Пултаруллӑхне кура ӑна пӗрре мар Асанкасси, Хырхӗрри ял Совечӗн депутатне суйланӑ. Кирек мӗнле вырӑнта тӑрӑшсан та Луиза Ивановна обществӑлла ӗҫсенчен те юлман. Халӑх ҫыравне хастар хутшӑннӑшӑн ӑна 2002, 2006 ҫулсенче «За заслуги в проведении Всероссийской переписи населения» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа наградӑланӑ.

Геннадий Николаевич 1976—1986 ҫулсенче Хырхӗрри сакӑр ҫул вӗренмелли шкул директорӗ пулнӑ. Паянхи кунчченех вӑл асӑннӑ шкулти ачасене физика предметне вӗрентет.  Классенче уроксем ирттернипе ҫеҫ мар вӑл яланах шыравра. Вӗрентӳ ӗҫӗнче ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курас тесе нумай тӑрӑшать. Физика урокӗсен районти фестивальне вӑл 31 хутччен, республикӑри ҫавнашкал фестивале 29 хутччен хутшӑннӑ. 2006 ҫулта Геннадий Николаевич республикӑри чи лайӑх физика учителӗ ята ҫӗнсе илнӗ май Чӑваш Республикин Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах Дмитрий Зиминӑн «Династия» фончӗн премине ҫӗнсе илнӗ. 2013, 2018 ҫулсенче учительсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗшӗн ӑна район пуҫлӑхӗн премине панӑ. Ачасене тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех вӑл хӑй те куллен вӗренсе, аталанса пырать. Вӑл «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ята илме тивӗҫнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе, «Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул» юбилей медалӗпе тата ытти наградӑсемпе чысланӑ. Геннадий Николаевичӑн пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 52 ҫул.

Петровсем куллен ӗҫе ҫӳренипе пӗрлех ҫирӗп хуҫалӑх тытса пынӑ. Пӗр-пӗрне пулӑшса пынӑ май кил-ҫуртри ӗҫсене пуҫтарма та, яланхи ӗҫре ҫитӗнӳсемпе ӗҫлеме те май тупнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те «,ҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Петровсем пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ, ӑна тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Надежда Чӑ-ваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, хӑй суйласа илнӗ профессипе тӑрӑшать. Вӑл — спорт мастерӗ. Надеждӑпа мӑшӑрӗн 2 ывӑл ӳсет.

Луизӑпа Геннадий Петровсем хӑйсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑшӑн, ҫемье чысне упрама, хаклама вӗрентнӗшӗн ашшӗ-амӑшне чӗререн тав тӑваҫҫӗ. Паянхи кун вӗсем пурӑнмаҫҫӗ пулсан та ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле тӑванӗсем пулӑшнипе  йӑх-несӗлсен 7 ӑрӑвне кӑтартса паракан альбом хатӗрленӗ.

Петровсем ҫулсенче пулсан та ахаль лармаҫҫӗ. Иккӗшӗ те ялти «Калина» фольклор ушкӑнне ҫӳреҫҫӗ. Ялта, округра, республикӑра ирттерекен пур мероприятисене те хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Тутарстан республикинче, Ульяновск облаҫӗсенче те концертсемпе пулнӑ. Геннадий Николаевич  чӑвашсен авалхи музыка инструменчӗсене те ӑсталать, хӑйӗн япалисене регионти тата унӑн тулашӗнчи выставкӑсенче те кӑтартать. Нумаях пулмасть  П.Хусанкай поэт ҫуралнӑ Тутарстанри  Сиктӗрме ялӗнчи чӑвашсен культурин «Уяв» фестивальне хутшӑннӑ. Унта та вӑл хӑй ӑсталанӑ музыка инструменчӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫакна Раҫҫей телевиденийӗпе те кӑтартнӑ.

«Пӗр-пӗрне ӑнланни, юратни, хисеплени пире килӗштерсе тӑнӑҫлӑ пурӑнма май параҫҫӗ. Атте-анне пилӗпе пурӑнатпӑр, вӗсем каланине яланах асра тытатпӑр», — теҫҫӗ Петровсем.

 Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *