Ҫемье пуҫӗ
В.Краснова ялта уй-хир бригадирне лартаҫҫӗ. Мал ӗмӗтлӗ, пултаруллӑ ҫамрӑка Шупашкара ертсе пыракан кадрсем хатӗрлекен шкула вӗренме яраҫҫӗ. Кунта та унӑн пӗлӳ илесси пулмасть. Комсомол путевкипе Инҫет Хӗвелтухӑҫне ӗҫлеме тухса кайма тивет. «Сталинец» пӑрҫӗмӗрен буксирӗ тата «Ленинец» пӑрахут ҫинче ӗҫлет.
1953 ҫулта яла ҫаврӑнса ҫитет. Ахаль колхозник, уй-хир бригадирӗ пулса тӑрӑшать. Вӑхӑтне шеллемесӗр ирӗн-каҫӑн ӗҫлет. Мӑшӑрӗ чирленипе кил ҫывӑхнерех пулас тесе строительство бригадине куҫать.
1955 ҫулта Василий Григорьевича парти ретне илеҫҫӗ. Ӑна хӑйсен колхозӗнчи сӗт-ҫу фермине ертсе пыма шанаҫҫӗ. Ҫав ҫулах Шупашкара совпартшкула вӗренме яраҫҫӗ. Кунта унӑн вӑтам пӗлӳ илме те май тухса тӑрать. Каҫхи шкулта вӗренсе вӑл экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытать, вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат алла илет. Ҫавӑн пекех В.Краснов наука кӗнекисемпе илемлӗ литература вуласа пӗлӗвне ӳстернипе пӗрлех тавракурӑмне те анлӑлатать.
Вӑл яла таврӑнсан пӗтӗм вӑй-халне колхоза аталантарас ҫӗре парас тӗллевпе пурӑнать. Анчах та парти ӑна Канашри производство пӗрлешӗвне агроном-организатор пулма ярать. Кунта вӑл хӑйӗн пуҫаруллӑхӗпе пултаруллӑхӗпе палӑрса тӑрать. Ҫакна асӑрхаса ӑна 1964 ҫулта 30 пинлисен йышӗпе Комсомольскинчи Ленин ячӗллӗ колхоз председателӗ пулма яраҫҫӗ. Ку колхоза вӑл 1973 ҫулччен ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Хуҫалӑха аталантарса ҫирӗплетес тесе нумай тӑрӑшать. Кайранхи ҫулсенче вӑл районти ытти яваплӑ вырӑнсенче тӑрӑшать, ӑста организатор, ертӳҫӗ пулнине ҫирӗплетсе парать.
В.Краснова пӗрре мар ял Совечӗн, район совечӗн депутачӗ пулма суйланӑ. Вӑрҫӑри хӑюллӑхпа паттӑрлӑхшӑн вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне, «Хӑюллӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальсене тивӗҫнӗ. Колхоз производствинчи ҫитӗнӳсемшӗн «Хисеп палли» орденпа тата 7 медальпе, Мухтав хучӗсемпе, Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
Василий Григорьевичпа мӑшӑрӗ Елизавета Александровна 5 ача пӑха ҫитӗнтернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Малалла вӗсенчен 2-шӗ ҫинчен тӗплӗнрех каласа парасшӑн. Николай Васильевичпа Тамара Васильевна та чыс-хисепе ҫӗнсе илнӗ.
Полковник, профессор, спорт мастерӗ
Николай, Красновсен чи аслӑ ачи, 1948 ҫулта кун ҫути курнӑ. Шкула кайичченех вӑл, йӑрӑскер, йӗлтӗрпе таврари тӑвайккисене «тӗрӗслесе» пӑхнӑ. Час-часах ӑна пӑр ҫинче курма пулнӑ. Ачаранах унӑн ҫар ҫынни пулас ӗмӗчӗ тӗвӗленнӗ, хӑйне-хӑй ӳт-пӳ енчен ҫавна валли хатӗрленӗ. Кӗҫӗн Каҫалти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула вӗренсе пӗтерсен Комсомольскинчи вӑтам шкула ҫӳреме пуҫланӑ. Кунта физкультура урокӗсене ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе сакӑр хутччен республика чемпионӗ пулнӑ П.Г.Матросов ертсе пынӑ. Петр Григорьевич пуҫарӑвӗпе районта классика тата ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине уҫнӑ та, Николай Краснов унта хаваспах ҫӳреме тытӑннӑ. Район команди йышӗнче арҫын ача час-часах республикӑри ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ.
1966 ҫулта алла вӑтам шкул пӗтерни ҫинчен аттестат илсен Н.Краснов нумай шутласа тӑмасӑрах Хусанти танкистсен аслӑ ҫар училищине ҫул тытать. Тӗрӗслевсем витӗр тухнӑ хыҫҫӑн вӑл курсант пулса тӑрать. Унӑн ҫар пурнӑҫӗ пуҫланать. Училищӑра вӗреннӗ чухне пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӑл спорт площадкинче ирттерет. Районта илнӗ классика кӗрешӗвӗн меслечӗсене малалла аталантарса пырать. Училищӑн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пулса ӑмӑртусене тӑтӑшах хутшӑнать. Ку кӗрешӳ енӗпе пӗрремӗш разрядлӑ спортсмен пулса тӑрать. 1968—1969 ҫулсенче СССР хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен спорт мероприятийӗсен положенийӗ улшӑннипе Николайӑн классикӑлла кӗрешӳрен ирӗклӗ майпа кӗрешесси ҫине куҫма тивет. Тӑтӑшах тренировкӑсем ирттерни ӑна 1969 ҫулта ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Атӑлҫи ҫар округӗн чемпионӗ пулса тӑма май парать. Ӑна спорт мастерӗн кандидачӗн спорт разрядне параҫҫӗ. Ҫак ҫулах вӑл училищӑна ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерет. Ҫар службинче те, спортра та пысӑк шанӑҫ паракан ҫамрӑк лейтенанта Германире тӑракан совет ҫарӗн ушкӑнне яраҫҫӗ. Кунта вӑл 1973 ҫулччен пулать. Ҫар службинче тӑнӑ вӑхӑтрах спортпа та ҫывӑх пулать, тӑтӑшах тренировкӑсем ирттерет. Германире тӑракан ҫар ушкӑнӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенчи ҫар ушкӑнӗсен, тӗнчери ытти ӑмӑртусене хутшӑнать.
1972 ҫултан Николай Васильевич пятиборье енӗпе, ӑмӑртусене хутшӑнма пуҫлать. Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен Ленинград тата Мускав ҫар округӗсен, ҫар тӗсӗсен чемпионачӗсенче малти вырӑнсем йышӑнать.
1973—1977 ҫулсенче Николай Васильевич Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячӗллӗ физкультура институтӗнче вӗренет. Кунта та вӑл спорт енӗпе палӑрмаллах ҫитӗнӳсем тӑвать. Ӑна спорт мастерӗн ятне параҫҫӗ. Институт хыҫҫӑн Н.Краснов Костромари хими хӳтӗлевӗн аслӑ ҫар командовни училищинче аслӑ преподавательте тӑрӑшать.
1982—1985 ҫулсенче Ленинградри физкультурӑн ҫар инстучӗн адъюнкчӗ пулать. Кунта вӑл экстремаллӑ лару-тӑрура пулакан ҫар ҫыннисене психологи енчен хатӗрлессин темипе диссертаци хӳтӗлет. Кун хыҫҫӑн ӑна Мускаври Дзержинский ячӗллӗ ҫар академийӗн аслӑ преподавателӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. 39 ҫулхи полковник 1987 ҫулта асӑннӑ академин физкультура кафедрине ертсе пыма пуҫлать. Ҫарпа прикладной спорт нумай енлӗхӗ енӗпе те спорт мастерӗ пулса тӑрать. Ҫапла вара икӗ спорт енӗпе ҫак ята тивӗҫет. Вӑл физкультура теорийӗпе методикипе ҫыхӑннӑ наука тата наукӑпа методика ӗҫӗсен авторӗ.
Академире физкультура хатӗрлевне ертсе пырас ӗҫри ӳсӗмсемшӗн Хисеп орденӗпе наградӑланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн кӑкӑрне тӗрлӗ ҫулсенче службӑра тӑнӑ чухне тивӗҫнӗ нумай-нумай медальпе паллӑ илемлетеҫҫӗ.
1999 ҫултанпа Николай Васильевич запасра пулин те, вӑл ӗҫлеме пӑрахмасть. Академире физкультурӑпа спорт кафедрин профессорӗ. Ҫавӑн пекех ытти обществӑлла ӗҫсене те хутшӑнма тӑрӑшать.

