Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче «Наставник кунӗ» иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата унӑн ветеранӗсене пулӑшу кӳресси. ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СВО ветеранӗн, запасри офицерӑн Руслан Валиуллинӑн наставникӗ пулма килӗшнӗ.
«Сирӗн наставник пуласси маншӑн пысӑк чыс та яваплӑх. Паян эпир сирӗн пурнӑҫри ҫӗнӗ тапхӑра пуҫлатпӑр. Вӑл унчченхи пекех «службӑпа» ҫыхӑнса тӑрӗ», — уҫнӑ шухӑшне Олег Алексеевич.
Руслан Валиуллин Пуҫлӑхӑн пулӑшуҫинче ӗҫлесе ҫар ҫыннисене тата СВО ветеранӗсене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парӗ. Вӑл хӑйне ҫакӑн пек яваплӑ тивӗҫе шаннӑшӑн тав тунӑ.
Пирӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин «Время СВОих» программӑна хутшӑнакан, халӗ Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Рияз Феткуллина наставник пулса пулӑшса пыма килӗшнӗ. «Эпир пӗрле ҫӗршыва пулӑшмалли республика шайӗнче лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлӗпӗр», — палӑртнӑ Николай Никандрович.
Аса илтеретпӗр, «Время СВОих» программа ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ ентешсене ертӳҫӗ пулма вӗрентес тӗллевлӗ. Ун тӑрӑх пӗлӳ илекенсем влаҫ органӗсенче тата ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫре тӑрӑшӗҫ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан аякри ентешсене пулӑшасси вара округра малалла пырать. Маскировка сеткисем ҫыхнипе пӗрлех яла вӑхӑтлӑха курма килнӗ салтаксемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене каялла кайнӑ вӑхӑтра тӑван тӑрӑхран аякра служба иртернӗ чухне кирлӗ япаласем пуҫтарса парса яраҫҫӗ. «Эпир яланах сирӗнпе пӗрле», — теҫҫӗ ял ҫыннисем.

