Вторник, 13 октября

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫумӑрсем хыҫҫӑн выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене пӗрремӗш хут ҫулса пӗтернӗ. Паха утӑ хатӗрленӗ, сенажа хывнӑ. Хальхи вӑхӑтра пӗр ҫул ӳсекен курӑксене ҫулаҫҫӗ.

Июлӗн 10-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем 5742 тонна утӑ янтӑланӑ, 12704 тонна сенаж хурса хӑварнӑ.

Ял ӗҫченӗсем выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлес енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ҫанталӑкӑн  кашни уяр кунӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *