Вторник, 13 октября

Суту-илӳре – 40 ҫул

Суту-илӳре – 40 ҫул

«Нумаях пулмасть ҫеҫ шурӑ ҫӑкӑр илсе килчӗҫ, ҫемҫе. Чейпе ӗҫме пӗремӗксем те пур», — ӑшшӑн калаҫса кӗтсе илчӗ туя ҫине тайӑнса кӗрекен  ват ҫынна райпон Шурут-Нурӑсри «Куллен кирлӗ таварсем» магазин заведующийӗ  Зоя Николаевна Макова.

Сӑмах ҫине сӑмах, мӗнле пурӑнни пирки ыйтса пӗлчӗ. Тавар туянакансем сахал чухне апат-ҫимӗҫ туянма килнӗ ҫынсем кунта хӑйсен чунне пӑшӑрхантаракан ыйтусемпе калаҫса та чӗрине лӑплантараҫҫӗ. 40 ҫул пӗр вырӑнта сутуҫӑра ӗҫлесе Зоя Николаевна ял ҫыннисене лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Кама мӗн кирлине, ытларах мӗнле япала туяннине чухлать. Вуншар ҫул каяллипе танлаштарсан магазина ҫынсем сахалрах ҫӳреме пуҫлани  хумхантарать ӑна. Пӗрре — уйрӑм предпринимательсен лавккисем пур, тепре — ялта ҫын шучӗ чакса пырать. Палӑртнӑ тавар сутмалли плана тултарма та йывӑрланнӑ. Автомашина пуррисем хуласене тухса курттӑмӑн тавар кайса илеҫҫӗ. Аслӑрах ӳсӗмрисем чылай чухне ҫӑкӑрпа кӗрпе-лапша ҫеҫ туянаҫҫӗ. Магазинӑн ассортименчӗ пуян пулсан та, ҫӗнӗ таварсем   кӳрсе килме тӑрӑшаҫҫӗ.

Пушӑрах вӑхӑтра тепӗр чухне асаилӳ тыткӑнне ҫакланать вӑл. Ача чухнех Зоя тантӑшӗсемпе «лавккалла» выляма юратнӑ. Ҫавӑн чухнех унӑн сутуҫӑ пулас ӗмӗчӗ ҫуралнӑ. Вӑл вӑхӑтра та сутаканни хӑй пулнӑ,  «тетте-таварсене» мухтаса тантӑшӗсене туянма йыхравланӑ.

Аслӑ Арапуҫӗнче вӑтам шкул пӗтерсен, 17 ҫултах  сутуҫӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Аппӑшӗ Люда Шурут-Нурӑс магазинӗнче вӑй хунӑ та, шкулта вӗреннӗ чухнех ун патӗнче тӑтӑшах пулнӑ, суту-илӳ ӗҫне хӑнӑхма тӑрӑшнӑ.  1984 ҫулта унӑн пулӑшаканӗ пулма вырнаҫнӑ. Ҫамрӑк хӗр сутуҫӑ ӗҫӗн пӗтӗм яваплӑхне тӳрех туйтӑр тесе аппӑшӗ ӑна час-часах Комсомольскине тавар илме янӑ. Ҫӳрен каска якалать, тенӗ ӗнтӗ. Шурут-Нурӑс ялӗ район центрӗнчен инҫетре вырнаҫнӑ. Унта ҫитсе килсе тепӗр чухне кун иртнӗ. Малтанхи ҫулсенче яла тавар тиенӗ автомашинӑсене кӗме  йывӑр пулнӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫуркуннепе кӗркунне пушшех те. Трактор тележкисем ҫине таварсене  тиесе магазин патне мӗн чухлӗ илсе ҫитермен-ши; Тулли михӗсене, пысӑк  ещӗксене куҫарма пӗрре те ҫӑмӑл пулман.  «Пӗр 7—8 ҫул ҫапла асаплантӑмӑр. Асфальтлӑ ҫул тусан ҫеҫ ку нуша пӗтрӗ», — аса илет Зоя Николаевна.

Тӑватӑ теҫетке ҫул ытла суту-илӳре ӗҫлесе темӗнле лару-тӑрӑва та лекме тивнӗ. Пӗр вӑхӑтра ҫӑкӑр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнӑ. Районта Комсомольскинчи ҫӑкӑр завочӗсӗр пуҫне Асанкассинче, Йӳҫ Шӑхалӗнче пекарньӑсем пулсан та ҫак куллен кирлӗ продукци сентресем ҫинче ирӗккӗн выртман, илсе килсенех туянса пӗтернӗ. «Йӳҫ Шӑхалӗнчен ҫӑкӑр ҫитсен лавккана илсе кӗмесӗрех урапа ҫинченех сутни те пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче, 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче магазин сентрисем пушанса юлнӑччӗ. Апат-ҫимӗҫ продукчӗсене тата ытти япаласене талонпа сутаттӑмӑр. Тавар илме кайсан та район центрӗнче кун кунланӑ. Халӑх вӑрҫӑнатчӗ, усал сӑмахсем те сахал мар илтнӗ», — каласа парать З.Макова. Апла пулсан та магазинта ӗҫлекенсем халӑха куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Плансене те тултарса пынӑ. Сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх вӑл вӑхӑтсенче тавар туянакансем 500 ытла ҫын пулнӑ. Халӗ вара,  магазина кӗрсе тухакансем  сахалӑн. Зоя Николаевна 9 ҫул магазинта пӗчченех тӑрӑшать.  Тавар туянакансем сахалрах пулсан та кунӗпех ура ҫинче пулмалла.  Йывӑр таварсене пушатма кансӗр. «Ҫамрӑксем  сутуҫӑна килесшӗн мар. Вӑй пур чухне ӗҫлетӗп-ха», — тет вӑл.

1986 ҫулта Зоя Николаевна Шурут-Нурӑс ялӗн каччипе Геннадий Маковпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе пӗрле 3 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Шел пулин те, 6 ҫул каялла мӑшӑрӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Йывӑр хуйха та вӑл ӗҫпе, халӑх хушшинче пулса ирттерме тӑрӑшнӑ. Ачисене тӑван ҫӗре, ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ. Ывӑлӗ Вячеслав ҫар тивӗҫне чыслӑн  пурнӑҫласа таврӑннӑ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул каялла мобилизаци йӗркипе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ. Халӗ те вӑл унтах, ҫӗршыва хӳтӗлет. Вӑл тепӗр хут салтак тумне тӑхӑнсан Зоя Николаевна мӗн чухлӗ пӑшӑрханман-ши; Ывӑлӗ пурте йӗркеллӗ пулни ҫинчен хыпарласа тӑрать пулин те, халӗ те амӑшӗн чӗри лӑпкӑ мар. Хӑйӗн тӗпренчӗкӗ ырӑ-сывӑ таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ҫавӑн пек маттур ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн амӑшӗ чыс-хисепе тивӗҫлӗ.

Зоя Макова суту-илӳре нумай ҫул хастар ӗҫленӗшӗн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. ,ҫри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна ҫулсеренех тӗрлӗ Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Вӑл — потребкоопераци ветеранӗ. Ӑна «20 лет безупречной работы потребительской кооперации» паллӑпа, «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ. 2022 ҫулта Чӑваш Республикин суту-илӳпе промышленность палатин председателӗ И.Кустарин сутуҫӑ ӗҫӗнчи пултарулӑхшӑн тата нумай ҫул ӗҫленӗшӗн Хисеп грамоти парса тав тунӑ.

Потребительсен кооперацийӗн кунӗ умӗн Зоя Николаевнӑна саламлатпӑр. Вӑл хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе, халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес енӗпе ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, хӑйӗн ӗҫне нумай вӑхӑт хушши чун-чӗререн туса пынишӗн  тав сӑмахне тивӗҫлӗ. Малашне те унӑн халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес ӗҫре вӑй-халпа сывлӑхӗ пултӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *