Июлӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ҫӗнетнӗ пуҫаруллӑ бюджет программи ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл «Ниме — халӑх бюджечӗ» ятпа пурнӑҫа кӗрет. Чӑвашсемшӗн ниме вӑл — пӗрлехи ӗҫ. Апла пулсан ҫак программа та пирӗнтен кашнине пырса тивет.
Программӑна хутшӑнмалли майсене анлӑлатнӑ, укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессине пысӑклатнӑ, ҫапла майпа пурнӑҫлама май килекен проектсен шучӗ те ӳсӗ. Ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансем сӗннӗ «Манӑн картиш» тата «Ачасемпе ҫамрӑксен тӗнчи» пӗлтерӗшлӗ енсене те хушнӑ.
Халӗ хӑш проекта пурнӑҫламаллине халӑх татса парать: чи нумай сасӑ пуҫтараканнине ӗҫе кӗртеҫҫӗ. Августӑн 14-мӗшӗччен программӑна хутшӑнма заявкӑсем памалли вӑхӑт. Сентябрӗн 12-мӗшӗнчен вара сасӑлав пуҫланать. Ун чухне республикӑра пурӑнакансем хӑйсен таврашӗнче пурнӑҫламалли вӑл е ку проекта ырланине сасӑласа ҫирӗплетеҫҫӗ.
Тӗплӗнрех народныйбюджет.чувашия.рф сайтра вуласа пӗлме пулать.

