Вӗсен юрату историйӗ нумай ҫул каялла пуҫланнӑ. Шанчӑксемпе, ӗмӗтсемпе тулнӑ икӗ чӗре пӗрлешнӗренпе кӑҫал 59 ҫул ҫитнӗ. Ҫӳҫсене кӗмӗл тӗс ҫапнӑ пулсан та паян кун та вӗсем пӗр-пӗрин ҫине ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хисеплесе, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурнӑҫ ҫулне такӑрлатаҫҫӗ. Сӑмахӑм паян Комсомольскинче пурӑнакан Перепелкинсем ҫинчен.
Ҫемье пуҫӗ Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта 8 класс пӗтерсен Канашри педучилищӗне вӗренме кӗнӗ, унтан Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн филологи факультетӗнче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Ҫара кайса килнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк специалист Ҫӗнӗ Кипеҫ шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхи тата истори вӗрентме пикеннӗ. 1965 ҫулта ӑна комсомол райкомӗн 2-мӗш секретарьне, тепӗр ҫултан 1-мӗш секретарьне суйланӑ. 1970 ҫулта Геннадий Илларионович чун юратнӑ ӗҫе — педагогика сферине таврӑннӑ, Комсомольски вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхи учителӗнче, каҫхи шкулӑн директорӗнче, РУНО методистӗнче, вӗрентӳ ӗҫченӗсен профсоюзӗн райком председателӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ. Пур енӗпе те пултаруллӑскере ЦК ВЛКСМ Хисеп грамотисемпе виҫӗ хутчен те наградӑланӑ, ЧР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе, «За доблестный труд в ознаменование 100 лет В.И.Ленина» медальпе тата ытти наградӑсемпе чысланӑ.
Мӑшӑрӗ Мария Дмитриевна та педагогика ӗҫӗн ветеранӗ. Вӑл та Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗ, шӑпа ӑна Комсомольски районне илсе ҫитернӗ, кунтах вӑл пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Профессири ҫул-йӗрне вӑл Асанкасси вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхи учителӗнче ӗҫленӗрен пуҫланӑ. 1967 ҫулта Комсомольски вӑтам шкулне куҫнӑ, вара мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ҫак шкулта ачасене пӗлӳ панӑ. Тӑрӑшуллӑ та пуян опытлӑ педагог «РФ вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ», «Районти чи лайӑх учитель», «Чи лайӑх учитель-методист» ятсене тивӗҫнӗ, унӑн ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамоти те пур.
Педагогсен туслӑ ҫемйинче икӗ хӗр ҫут тӗнчене килнӗ, вӗсене мӗн пӗчӗкрен аслисене хисеплеме, ҫамрӑкпа ҫамрӑкла, ватӑпа ватӑлла пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест теҫҫӗ. Надежда та ашшӗ-амӑшӗн пуян опытне ӑса хывса пурнӑҫне педагогикӑпа ҫыхӑнтарнӑ, Шупашкарти 59-мӗш шкулта истори вӗрентет. Сӑмах май каласан, унӑн мӑшӑрӗ Андрей Юрьевич та вӗрентӳ тытӑмӗнче вӑй хурать. Вӑл — Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ.
Перепелкинсен тепӗр хӗрӗ Инесса та пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Комсомольски вӑтам шкулне «ылтӑн» медальпе пӗтернӗ хыҫҫӑн Ленинградри патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче пӗлӳ илнӗ, халӗ Мускавра адвокатра вӑй хурать.
Ачасем кайӑк чӗпписем йӑваран вӗҫсе тухнӑ пек тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ, ҫунатланнӑ пулсан та Перепелкинсен ҫемйинче ӑшӑлӑхпа хӑтлӑх хуҫаланаҫҫӗ. Хӗрӗсем ҫемйисемпе час-часах тӑван киле килсе ҫӳреҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне пулӑшма васкаҫҫӗ. Хисеплӗ мӑшӑрӑн 4 мӑнук, вӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарсах тӑраҫҫӗ. Перепелкинсен ҫемйине ҫамрӑксемшӗн чӑннипех те тӗслӗх тесе каламалла. Вӗсене Комсомольски ялӗнче ҫеҫ мар, округри ытти ялсенче те пӗлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Килӗшӳллӗ мӑшӑра малалла та алла-аллӑн утса йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса ҫемье ӑшшине упрама сунатпӑр.

