Вторник, 13 октября

Паха опыт илеҫҫӗ

Паха опыт илеҫҫӗ

Чӑваш Енре ҫак кунсенче «Время СВОих» программӑн чи яваплӑ тапхӑрӗсенчен пӗри пуҫланнӑ: пысӑк конкурс витӗр тухнӑ ятарлӑ ҫар операцийӗн 33 ветеранӗ вӗренме пикеннӗ. Конкурсра кашни вырӑна 12 ҫын лекнине кура унта чи пултаруллисем, ҫивӗч ӑслисем мала тухни иккӗлентермест.

«Время СВОих» программӑна хутшӑнакансем влаҫ органӗсенче, регионти предприятисемпе учрежденисенче пӗлӗвӗсене пуянлатӗҫ, стажировка тухӗҫ. Ятарласа уйӑрнӑ опытлӑ наставниксем вӗсене пӗлӳ парса кашни тапхӑртах пулӑшса пырӗҫ. Кашниех суйласа илнӗ ӗҫре паха опыт илме, ертсе пыракансен командинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарӗ.

«Пирӗн паттӑрсем илекен пӗлӳ ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май паракан ҫирӗп никӗс пулса тӑрасса шанатӑп. Эпир юнашар, яланах пулӑшма хатӗр. Шӑпах эпир командӑпа ӗҫлени республикӑн пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳрет», — палӑртнӑ республика ертӳҫи Олег Николаев программӑна хутшӑнакансене саламласа.

Палӑртмалла, хальлӗхе «Время СВОих» программӑна кӗреймен кандидатсем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Вӗсене пӗлтерӗшлӗ социаллӑ тата обществӑлла пуҫарусене хутшӑнтарӗҫ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *