Вторник, 13 октября

105 ҫул ҫитнине уявлӑпӑр

105 ҫул ҫитнине уявлӑпӑр

Июнӗн 24-мӗшӗ пирӗн республикӑшӑн паллӑ пулӑм. Шӑпах ҫак кун 1920 ҫулта РСФСР ВЦИКӗ тата Совнаркомӗ Чӑваш автономи облаҫне туса хурасси ҫинчен Декрет кӑларнӑ. 1925 ҫулта ВЦИК  ӑна Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республики (ЧАССР)  ят парасси пирки постановлени йышӑннӑ. 1929—1936 ҫулсенче  пирӗн республика Чулхула крайне (каярахпа Горький крайӗ) те кӗнӗ. 1936 ҫултан вара каллех Чӑваш АССРӗ пулса тӑнӑ. 1937 ҫулта пӗрремӗш Конституцине йышӑннӑ. 1990 ҫулта ЧАССР Верховнӑй Совечӗ республика суверенитечӗ ҫинчен деклараци йышӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2001 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнчи указӗпе  пирӗн регионӑн официаллӑ ячӗ «Чувашская Республика — Чувашия»  пулса тӑрать. Ҫапла вара кӑҫал Чӑваш автономине туса хунӑранпа 105 ҫул ҫитет.

Июнӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнчи тӗп ыйтусем те ҫавна май Чӑваш Енӗн  аталанӑвӗпе малашнехи тӗллевӗсене пӑхса тухассипе тата Чӑваш Республикин кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ.Информкуна округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уҫрӗ. Вӑл ЧР физкультурӑпа спорт министрӗпе Василий Петровпа пӗрле кун йӗркинчи ыйтусемпе тухса калаҫакансем хыҫҫӑн хӑйсен шухӑшӗсене палӑртса пычӗ.

Чи малтан «Йӑла-йӗркене упраса малашлӑх тӑватпӑр» ыйтупа округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ  Наталия Комиссарова Чӑваш Енӗн юлашки ҫулӗсенчи ӳсӗмӗсемпе тата малашнехи тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ. Республикӑн социаллӑ-экономикӑлла кӑтартӑвӗсем палӑрмаллах ӳснине, правительство халӑхӑн пурнӑҫ шайне лайӑхлатас енӗпе чылай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Регион ҫӗнӗ технологисене алла илес, производство калӑпӑшне ӳстерес тӗллевпе курӑмлӑ ӗҫлесе пырать. Чылай кӑтартупа Раҫҫей шайӗнче те япӑх мар. Пирӗн республикӑра туса кӑларакан продукцие тӗнчери 50 ытла ҫӗршыв туянать. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас, ҫул-йӗре юсас енӗпе те ӳсӗмсем пур. Республикӑра пуҫаруллӑ проектсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн округра ҫеҫ 24 объекта 148 миллион тенкӗлӗх пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе тунӑ. Ку енӗпе кӑҫал та ӗҫсем пыраҫҫӗ, ҫитес ҫул валли проектсем тӑратаҫҫӗ.

Чӑваш Енре социаллӑ-культурӑллӑ сфера ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкулсем, ФАПсем, культура ҫурчӗсем тӑваҫҫӗ, юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Наталия Александровна чылай цифрӑсем илсе кӑтартрӗ. Вӗсем пурте республикӑра пур сферӑра та лайӑх кӑтартусем тунине палӑртаҫҫӗ.

Июнӗн 23—24-мӗшӗсенче Республика кунне халалланӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсемпе культура секторӗн заведующийӗ Дария Грибова паллаштарчӗ. Уявсем тӗпрен илсен Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра тата Етӗрне хулипе округӗнче пулаҫҫӗ. Яланхи  пекех «Родники России», «Русь мастеровая» фестивальсем хӑнасене пуҫтарӗҫ. Ачасен «Черчен чечексем» конкурс-фестивалӗнче округри ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» хореографи ансамблӗ, Аслӑ Чурачӑк филиалӗнчи «Тевет» ачасен фольклор ансамблӗ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 8-мӗш «к» класри балет ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Уяв кунӗсенче «Я — женщина» конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Унта кӑҫал пирӗн округри 53 хӗрарӑм хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫак кунах пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ те халӑха хӑй тавра пуҫтарӗ. Республика кунӗнче йӗркелекен мероприятисен программисем пуян та тӗрлӗ енлӗ. Вӗсем регионти ытти хуласемпе ялсенче те пулӗҫ. Пур мероприятисем те О.Николаев пуҫарнӑ «Яркое лето Чувашии» акципе  пулса пырӗҫ.

Патшалӑх халӑха тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама тӑрӑшать. Информаци кунӗнче тӑлӑх ачана Павел Новоселова хваттер уҫҫи савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗҫ.

Информушкӑн июнӗн 18-мӗ-шӗнче «Кӗтне» ФСКра  ачасен картишӗнчи  ҫуллахи спорт сезонне савӑнӑҫлӑ уҫнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. «Дворовый тренер» проект ачасемпе ҫу кунӗсенче профессиллӗ тренерсене ӗҫлеме май парӗ. Урмаелӗнче «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программипе тата пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе Центральная урамран пуҫласа Южная урама ҫити сарнӑ ҫулпа та паллашнӑ.

Информаци кунӗ вӗҫӗнче В.Петров министр халӑха харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе йышӑннӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *