Вторник, 13 октября

Ӗҫе чунтан парӑннӑ

Ӗҫе чунтан парӑннӑ

Медицина ӗҫченӗн  профессийӗ яланах уйрӑм шутра пулнӑ.  Вӗсемшӗн пурнӑҫа ҫӑласси — кулленхи ӗҫ.  Йӑнӑшма та юрамасть кунта,  кун пек ӗҫре чи хакли — этем пурнӑҫӗ.  Ку  професси,  паллах,  хӑйӗн ӗҫне парӑннӑ ҫын суйласа илет, вӑл унӑн пӗлтерӗшне те,  чӑнлӑхне те ӑнланать,  йывӑрлӑхсенчен хӑрамасть.

Татьяна Сергеевна Тимергалеева — Комсомольски тӗп больницин  функционаллӑ диагностикин тухтӑрӗ.  Хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне медицинӑна халалланӑ.  Татьяна Сергеевна  профессине пӗтӗм чӗререн парӑннӑ. Вӑл 50 ҫул ӗнтӗ кашни кун ӗҫе килет,  унта ӑна пациентсем кӗтеҫҫӗ.

Каҫал тӑрӑхӗнче ӑшӑ кӑмӑллӑ тухтӑра пӗлмен ҫын ҫук. Вӑл кашни пациентпа пӗлсе калаҫать, сывлӑха тӗплӗн тӗрӗслет.   1976 ҫулта вӑл пуҫласа Йӗпреҫри больницӑра ӗҫе кӳлӗннӗ. Унта 4 ҫул терапевтра тӑрӑшнӑ.  1979 ҫулта Комсомольски тӗп больницинче  ӗҫлеме пуҫланӑ та, паянхи кунчченех юратнӑ ӗҫре чун киленӗҫӗ тупнӑ.  Татьяна Сергеевна 25 ҫул ытла тӗп тухтӑр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра Комсомольски тӗп больницинче: чылай  ырӑ улшӑну пулнӑ техникӑпа пурлӑх бази пуянланнӑ, юсав ӗҫӗсене тунӑ…

2011 ҫултанпа вӑл функционаллӑ диагностика тухтӑрӗнче тӑрӑшать. Пациентсене кирлӗ шайри пулӑшу парас тесе тухтӑр пӗрре кӑна мар вӗренӳ курсӗсенче пулнӑ, опыта ӳстернӗ.  ,ҫри ӳсӗмсемшӗн Татьяна Тимергалеевӑна район больницин, район администрацийӗн, медицина ӗҫченӗсен профсоюзӗн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе наградӑланӑ.  Вӑл 2002  ҫулта «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» ята тивӗҫнӗ.     Тӑрӑшуллӑ тухтӑра 2020 мӗш ҫулта «Чӑваш автономине — 100 ҫул» медальпе чысланӑ. 

 Кӑҫал медицина ӗҫченӗсен кунӗ умӗн Татьяна Сергеевнӑна «За верность професси» дипломпа наградӑланӑ. Унпа сывлӑх сыхлавӗнче 50 ҫул ытла тӑрӑшакан ӗҫченсене ҫеҫ чыслаҫҫӗ. Татьяна Сергеевна профессие чунтан парӑннӑ ҫын. Ахальтен мар вӑл амӑшӗн ҫулне суйласа илнӗ. Унӑн амӑшӗ, Тамара Буслаева, 44 ҫул педиатр пулса ӗҫленӗ.  

Татьяна Сергеевна ӗҫтешӗсемшӗн хисеплӗ те шанчӑклӑ  юлташ. Вӑл яланах пулӑшма хатӗр ҫын. Ӑна пурте хисеплеҫҫӗ, унран вӗренсе пыраҫҫӗ. 

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *