Вторник, 13 октября

Автомашина парса пулӑшнӑ

Автомашина парса пулӑшнӑ

Округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене  тӗрлӗ енчен пулӑшса пыраҫҫӗ. Ку енӗпе туса ирттерекен ырӑ ӗҫсем пирки эпир хамӑр хаҫат страницисенче пӗлтерсех тӑратпӑр. Ял ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцинче пулнисемпе отпуска килсен тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас тӗллевпе шкулсенче те пулаҫҫӗ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та вӗсемпе тӑтӑшах тӗл пулса калаҫать, йывӑрлӑхсем пирки ыйтса пӗлет.

Ҫак кунсенче те вӑл кӗске вӑхӑтлӑха тӑван тӑрӑха таврӑннӑ  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсемпе тӗл пулнӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсене пулӑшас ыйтусене те  пӑхса тухнӑ. Ҫавна май ентешсене пулӑшса «Нива» маркӑллӑ ҫӑмӑл  автомашинӑна ҫар чаҫне панӑ. Унпа пирӗн ентеш,  Юрий Петрович водитель ҫула тухӗ. Вӑл  2024 ҫулта хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ.  Унӑн ывӑлӗ Роман та 2022 ҫултанпа ятарлӑ ҫар операцийӗнче. Вӗсен ҫывӑх тӑванӗ,  Александр Сергеевич 2022 ҫулхи январь уйӑхӗнче ҫар тумӗ тӑхӑннӑ. Шел пулин те, 3 ҫул каялла вӑл паттӑррӑн пуҫ хунӑ.

Паттӑр та хӑюллӑ ентешсене, чӑн-чӑн патриотсен ҫемйине ҫӗнтерӳпе ырӑ-сывӑ  таврӑнма сунатпӑр.          

      (ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *