Вторник, 13 октября

Агрослет: хавхалану, тӗл пулу, паха опыт

Агрослет: хавхалану, тӗл пулу, паха опыт

Майӑн 30-мӗшӗнче Тӑвай округӗнчи «Медвежий угол» кану базинче республикӑри ялти ҫамрӑксен агрослечӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Унта хальхинче Чӑваш Енри яш-кӗрӗм ҫеҫ мар Атӑлҫи федераллӑ округа кӗрекен субъектсенчен те ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ.

Агрослет ӗҫне яллӑ вырӑнта пурӑнакан тӗрлӗ профессипе ӗҫлекен 1600 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те, вӗренекенсем те, педагогсем те, культура ӗҫченӗсем те, спортсменсем те, патшалӑх служащийӗсем те  пулнӑ. Кӑҫал ку пысӑк мероприятие Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ май унта патриотлӑх тематики пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Дискусси лаптӑкӗсенче калаҫу  ял территорийӗсене аталантарас, ҫамрӑксене вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗсене явӑҫтарас, ял пурнӑҫне социаллӑ сетьсем урлӑ кӑтартса парас, ҫитӗнекен ӑрӑва  патриотла воспитани парас тӗлӗшпе палӑртнӑ ҫӗнӗ проектсене анлӑрах сарас тата ытти ыйтусем тавра пулнӑ. Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа  тӗл пулнӑ май ӑна чылай ыйтусем панӑ. Слетра ҫамрӑксем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ, художество пултаруллӑх номерӗсем кӑтартнӑ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ выставкӑсенче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи документсемпе, япаласемпе паллашма май пулнӑ.

Агрослета округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ертсе пыракан пирӗн тӑрӑхри пысӑк делегаци те хутшӑннӑ. Ҫак йышра 120 ҫамрӑк пулнӑ.  Вӗсем  унти пур мероприятисене те хутшӑннӑ. Пляж волейболӗ енӗпе арҫынсем 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Кулинари конкурсӗнче пирӗн округри ӑстаҫӑсем пӗҫернӗ  техӗмлӗ пулӑ шӳрпи  иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Ку слета хутшӑннӑ яш-кӗрӗм савӑнса каннипе пӗрлех ҫӗнӗ шухӑшсемпе, тӗллевсемпе паллашнӑ. Вӗсемпе тӑван тӑрӑха лайӑхлатас ҫӗрте усӑ курасса шанас килет.

Олег Николаев,

Чӑваш республикин Пуҫлӑхӗ:

«Пӗтӗмӗшле илес пулсан эпир сирӗнпе пурте пӗрле пуҫтарӑнса ял пурнӑҫне сӳтсе явас енӗпе ырӑ йӑла пуҫарса ятӑмӑр. Агрослетра тӗрлӗ сферӑра — культурӑра, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче, предпринимательствӑра тӑрӑшакан кашни ҫын валли вырӑн пур. Тӗпӗр мероприятие                        хатӗрленнӗ май ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем  агрослет ӗҫне пӗтӗмлетсе дискуссисем йӗркелессе, чи малтанах  лайӑх ӗҫ практикине палӑртса ӑна  ҫамрӑксемпе пурнӑҫласса  шанатӑп». 

Юрий Гаврилов.

Комментари

Дарья Грибова,

округ администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ:

«Икӗ куна тӑсӑлнӑ  «Лучшие на селе» агрослет — пӗлтерӗшлӗ, хавхалантаракан мероприятисенчен пӗри пулчӗ.  Унта иккӗмӗш ҫул хутшӑнатӑп пулсан та, ҫаплах ҫӗнӗ хавхаланупа, тулли кӑмӑлпа таврӑнатӑп. Ҫӗнӗ туссем тупни, ыттисен паха опычӗпе паллашни пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑнать.  Икӗ кун тулли  тата асра юлмалла иртрӗ.

Агрослет вӑл кулленхи ӗҫ вырӑнне улӑштарни ҫеҫ мар, канӑва пӗлсе йӗркелени, малашне ӗҫлеме  ҫӗнӗ шухӑш-кӑмӑлпа, вӑй-хӑватпа  пуянланни. Яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан ҫамрӑксене тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем туса панӑшӑн йӗркелӳҫӗсене пысӑк тав».

Ольга Григорьева,

администраци пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен  советникӗ:

«Агрослет кашни ҫамрӑка хавхалантарать, ырӑ туйӑм парнелет.  Ҫак  вӑхӑтра эсӗ ҫӗннине пӗлетӗн, ҫӗннине шыратӑн,  пӗлтерӗшлӗ шухӑшсене пурнӑҫлатӑн, паха опытпа паллашатӑн.  Чӑннипех те, ҫамрӑксемшӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ. Ҫамрӑксем пурнӑҫа ҫӗнӗлӗх кӗртеҫҫӗ, ӑна улӑштараҫҫӗ. Агрослета хутшӑнакансем  хӑйсене тӗрлӗ конкурссенче, вӑйӑсенче тӗрӗслеме пултарчӗҫ. Нумайӑшӗн паха енӗсем уҫӑлчӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илес пулсассӑн вара, агрослет программи пуян, тӗрлӗ енлӗ, пӗлтерӗшлӗ.  Кӑҫал унта  Атӑлҫи федераци округӗн командисем хутшӑнни те кӑсӑклӑ пулчӗ. Эпир, пурте пысӑк хавхаланупа,  малашне татах та вӑйлӑрах ӗҫлес кӑмӑлпа таврӑнтӑмӑр.  Аталанмалла, ӳсмелле, ҫӗннине алла илмелле. Эпир — ҫӗршыв пуласлӑхӗ!»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *