Вторник, 13 октября

Хаваслӑ ачалӑх, илемлӗ ҫулла

Июнӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ӑна ҫулсеренех ҫӗршывра та, пирӗн округра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Шӑпах ҫак кун Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ «Яркое лето Чувашии» акци старт илнӗ. Ку проекта тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен канӑвне тулли те пуян йӗркелес тӗллевпе пуҫарнӑ.

Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗ те ҫак кун ачасен хаваслӑ сассисемпе тулнӑ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ. Пурне те хӗвеллӗ ҫу кунӗсенче тулли кӑмӑлпа савӑнма, канма суннӑ. «Ҫулла пуриншӗн те асра юлмалла ирттӗр», — палӑртнӑ вӑл.

Уяв программи пуян та тӗрлӗ енлӗ иртнӗ. Юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ, ачасем ташӑ картинче савӑннӑ. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствисен шкулӗн  «Островок» хореографи ансамблӗ, Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи «Тевет» ачасен фольклор ансамблӗ, шкулти вокал ансамблӗ «Мы объявляем МИР» концерт программи кӑтартнӑ. Ҫак кун кашни ачах  пылак ҫимӗҫ тутанса пӑхма пултарнӑ. Комсомольскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем ачасем валли интереслӗ вӑйӑ программи йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансем библиотекарьсем йӗркеленӗ  «Волшебство книжного лета» выставкӑпа  та паллашма пултарнӑ.

Уяв вӑхӑтӗнче «Ачасен ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗн «Аслисем — ачасене» акци те пуҫланнӑ.  Ӑна ЧР вӗрентӳ министерствипе Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ  «Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн» регионти уйрӑмӗпе пӗрле  ирттереҫҫӗ. Ачасене пулӑшас кӑмӑллӑ ҫынсем вӗсемшӗн кашниех хӑй тӳпине хывма пултарать. Марафон вӑхӑтӗнче пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗ округра спорта аталантарас тата пултаруллӑ пӗчӗк артистсем валли сцена ҫине тухмалли тумсем ҫине кайӗ. Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗн пирӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова  акцие мӗнле хутшӑнмалли,  ятарлӑ куар код урлӑ укҫа-тенкӗ куҫармалли майсем пирки ӑнлантарса панӑ.

Кӑмӑл пуррисем ҫак кун ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли паркра маскировка сеткисем ҫыхма та хутшӑннӑ.

Округри территори  уйрӑмӗсенче те ҫак куна халалласа  тӗрлӗ мероприятисем йӗркеленӗ.

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: 

«Эпир Чӑваш Енре кашни ача хӳтлӗх туйтӑр тата аталантӑр тесе  пурне те тӑватпӑр. Ҫӗнӗ ача сачӗсемпе шкулсем хута яратпӑр, спорт объекчӗсене хӑтлӑлататпӑр, паянхи куна тивӗҫтерекен ача-пӑча площадкисем йӗркелетпӗр». 

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *