Вторник, 13 октября

Ҫӗнтерӳ уявӗ мӑнаҫлантарать

Ҫӗнтерӳ уявӗ мӑнаҫлантарать

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ, ретроавтомобильсен куравӗ, салтак пӑтти, уяв концерчӗ… Совет халӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ Комсомольскинчи уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Хаяр вӑрҫӑ вучӗ сӳннӗренпе темиҫе ӑру ылмашӑнчӗ пулсан та ҫак куна эпир яланах асра тытатпӑр. Ҫӗнтерӳ уявӗ куҫҫульлентерет те, мӑнаҫлантарать те. 

Иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчи пекех халӗ те пирӗн халӑх тӑшманпа кӗрешет, ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн юн тӑкать. Украина ҫӗрӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗлекенсем — паянхи кун геройӗсем. Ҫавӑнпа та уява йыхравланӑ хаклӑ хӑнасем хушшинче тыл ветеранӗсемпе «вӑрҫӑ ачисем» ҫеҫ мар, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем пулчӗҫ.

«Паян Раҫҫей каллех ирӗклӗхшӗн тата мирлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешет. Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑ салтаксен мӑнукӗсемпе мӑнмӑнукӗсем паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартса вӗсен мухтавлӑ ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Пурне те Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлатӑп, ырлӑх-сывлӑх, телей, мирлӗ тӳпе сунатӑп», — палӑртрӗ саламлӑ сӑмахӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин.

Малалла ача садне ҫӳрекенсем, ҫамрӑк армеецсем тата кадетсем пуҫтарӑннисем умӗнче стройпа утса иртрӗҫ. Ретӗн-ретӗн, чӑн салтакла ҫирӗппӗн маршлакансене куҫ илми пӑхса тӑрас килчӗ. Ретроавтомобильсен колонни ерипен куҫнине те куракансем интересленсех сӑнарӗҫ.

Пуҫтарӑннисем вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешсене, Совет Союзӗн Геройӗсене асӑнса лартнӑ палӑксем патне чечексем хурса шӑп тӑчӗҫ, фронтра пулнӑ аслашшӗ-мӑнаслашшӗсене аса илчӗҫ.

80 ҫул иртсен те Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ куҫҫуль кӑларать. Пирӗн несӗлсен паттӑрлӑхӗ мӑнаҫлантарать, хальхи вӑхӑтра та ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне ҫирӗппӗн упрама хистет. Тӑшмана парӑнтарса яланах мирлӗ тӳпе айӗнче пурӑнасчӗ.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *