Вторник, 13 октября

Уй-хир ешӗл тумпа витӗнет

Уй-хир ешӗл тумпа витӗнет

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен хирӗсем ешӗл тумпа витӗнсе пыраҫҫӗ.

Майӑн 15-мӗшӗнче тӗпрен илсен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акассине вӗҫленӗ. Вӗсене 9430 гектар ҫине акса хӑварнӑ. Вӑл шутран: 3459 гектар ҫурхи тулӑ, 4243 гектар урпа, 1249 гектар сӗлӗ, 479 гектар пӑрҫа йышши тырӑсем.

Хальхи вӑхӑтра округра ҫӗрулми лартас ӗҫсем пыраҫҫӗ. «Слава картофелю» агрофирма, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Н.Г.Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ 165 гектар ҫине «иккӗмӗш  ҫӑкӑр» лартнӑ. «Комсомольские овощи» агрофирма 20 гектар кишӗр акнӑ.

 Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ытти культурӑсене акасси малалла пырать.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *