Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗсен пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацийӗн Канашӗн председателӗн Виктор Ермаков генералӑн ячӗпе муниципаллӑ округри ветерансен Канашӗн председательне Юрий Тимофеева тата спорт ветеранне Василий Пундякова «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» медальсемпе чысланӑ.
Николай Никандрович ветерансене ӑшшӑн саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх суннӑ, истори астӑвӑмне упрани, ватӑсене сума суни, ҫитӗнекен ӑрӑва паттӑрлӑхпа патриотлӑх хаклӑхӗсене тӗпе хурса воспитани пани паянхи кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).

