Вторник, 13 октября

Ҫӗнӗ проект ӗҫе кӗрет

Ҫӗнӗ проект ӗҫе кӗрет

Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн министерстви малта пыракан цифра технологийӗсене тӗпчеме, лайӑхлатма тата анлӑн ӗҫе кӗртме пулӑшакан специалистсене илӗртес тӗллевпе ҫӗнӗ проект пуҫарать.

Ку ҫӗнӗлӗх «Даннӑйсен экономики тата патшалӑхӑн цифра трансформацийӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Вӑл ИТ-компанисен аталанӑвне пулӑшу кӳме тивӗҫ. 

Паянхи кун шӑпах вӗсем регионшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ. Ҫӗнӗ йышши цифра  технологийӗсене ӗҫе кӗртнипе юлашки  ҫулсенче пирӗн пурнӑҫра чылай улшӑнусем пулса иртрӗҫ.

Проект тӑрӑх специалистсене грантсем, налук ҫӑмӑллӑхӗсем, лайӑх условисемлӗ ипотека пама пуҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех тухӑҫлӑ пуҫарусене тӗрев парӗҫ. Ку вырӑнти специалистсем шухӑшласа кӑларакан ҫӗнӗ цифра технологийӗсене тата та ӑнӑҫлӑрах тума пулӑшӗ.

Ҫӗнӗ экспертсем тӑрӑшнипе Чӑваш Енри цифра трансформацийӗ тата та хӑвӑртрах аталанӗ, экономикӑра тата социаллӑ сферӑра паянхи технологисемпе анлӑнрах усӑ курма май пулӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *