Вторник, 13 октября

Килӗшӳсем алӑ пуснӑ

Килӗшӳсем алӑ пуснӑ

Халӑхсем хушшинчи «ИННОПРОМ. Центральная Азия» промышленноҫ куравӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пирӗн республикӑшӑн ҫӗнӗ майсем уҫакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ килӗшӳсене алӑ пуснӑ, ҫав шутра Узбекистанри Бухара тата Кашкадарья облаҫӗсемпе килӗштерсе ӗҫлеме йышӑннӑ.

Ҫавӑн пекех Узбекистанӑн Шыв хуҫалӑхӗн министерствипе меморандум ҫырнӑ. Вӑл электротехника кластерне кӗрекен чӑваш предприятийӗсене Узбекистанӑн шывпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе хутшӑнма май парӗ. Кунта тӗрлӗ хӑватлӑ насуссем тӑвасси тата вӗсен ӗҫне автоматизаци мелӗпе ертсе пырасси ҫинчен сӑмах пырать. Унсӑр пуҫне Узбекистан Республикишӗн пӗлтерӗшлӗ ытти проектсене ӗҫе кӗртессине те сӳтсе явнӑ. Ҫакӑ икӗ еншӗн те усӑллӑ пулӗ.  

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Чӑваш Ен суту-илӳре тата промышленноҫ кооперацийӗнче шанчӑклӑ партнер пулнине кӑтартса панӑ. Икӗ еншӗн те тухӑҫлӑ ӗҫ валли эпир пысӑк майсем куратпӑр».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *