Хамӑр пурӑнакан вырӑн илемлӗ те тирпейлӗ пулни пуриншӗн те паха. Апрелӗн 21-мӗшӗнчен кӑҫал хӑтлӑх кӗртмелли вырӑнсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав пуҫланнӑ.
Пирӗн округра пурӑнакансем Комсомольски ялӗн центрӗнчи «Таныш» пасар умӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртессишӗн тата Комсомольскинче универсаллӑ спорт площадки тӑвассишӗн сасӑлама пултараҫҫӗ. Хӑвӑр сассӑрсене парас тесен zagorodsreda. ru платформӑна кӗрсе Патшалӑх пулӑшӑвӗн (Госуслуги) аккаунчӗ урлӑ палӑртмалла.
Кӑҫал республика сӑн-сӑпатне илем кӗртме май паракан 25 объектшӑн сассӑрсене пама пултаратӑр.

