Вторник, 13 октября

Христос чӗрӗлнӗ, Чӑн чӗрӗлнӗ

Мӑнкун — Христос тӗнне ӗненекенсемшӗн пысӑк уяв. Ҫак ятпа апрелӗн 20-мӗшӗнче округри пур чиркӳсенче те кӗлӗсем иртрӗҫ.

Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркӳре Мӑнкун кӗллине округ благочиннӑйӗ Сергий иерей ирттерчӗ. Халӑх йышлӑ пухӑнчӗ уяв кӗллине: аслисем те, ҫамрӑксем те, ачасем те. Пурте Аслӑ Мӑнкун уявне  чӑтӑмсӑррӑн кӗтни туйӑнчӗ. Сергий атте кӗлле тӗлӗнмелле хӑватлӑ ирттерчӗ. Юрлакансене итлесе тӑма кӑмӑллӑ пулчӗ. Унпа пӗрлех вара Сергий атте парнесем те чылай хатӗрленӗ — нумай ҫӑмарта валеҫрӗ. Аслисем те, ачасем те хаваспах ӑна йышӑнчӗҫ. Хӑватлӑ ҫулӑм илсе килни те кӗлӗре тӑракансене хавхалантарчӗ.

Мӑнкуна хаваслӑ кӑмӑлпа кӗтсе илтӗмӗр. Тӑван округри благочиннӑя, Сергий аттене кӗлле ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗшӗн тав тӑватпӑр. «Мӑнкун эрнинче «Христос чӗрӗлнӗ», «Чӑн чӗрӗлнӗ» текен хыпарпа пӗрле кашнин чунне иксӗлми тасалӑх, кашни киле ырлӑх та тӑнӑҫлӑх кӗрсе вырнаҫтӑр», — тесе пиллерӗ Сергий атте. Ҫапла пултӑрах!

«Вознесения Господня» чиркӗвне ҫӳрекенсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *