Вторник, 13 октября

Йывӑр вӑхӑтра ҫухалса кайман

Арҫын ачасенчен чылайӑшӗ шкулта вӗреннӗ ҫулсенче вӑрҫӑ ҫинчен ӳкернӗ фильмсене курма юратать, хӑй те унти сӑнарсем пек хӑюллӑ та паттӑр пулма ӗмӗтленет. Комсомольскинчи Валерий Чуркин кинофильмсенчи лару-тӑру уншӑн чӑнлӑха ҫаврӑнасса, тен, шутлама та пултарайман. Ятарлӑ ҫар операцийӗ виҫҫӗмӗш ҫул тӑсӑлнине, пирӗн арҫынсем унта пурнӑҫӗсене шеллемесӗр ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнине кура вӑл айккинче ҫеҫ тӑма пултарайман, пӗлтӗрхи сентябрь уйӑхӗнче контракт ҫырса фронта ҫул тытнӑ.

Гварди кӗҫӗн сержанчӗ  В.Чуркин 3-мӗш мотострелоксен бригадин штурм ротин 2-мӗш взвочӗн стрелок-саперӗ пулса нумай хутчен ҫапӑҫӑва кӗнӗ, хӑйне яваплӑха туякан, хушнине тӗплӗн пурнӑҫлакан ҫар ҫынни пек кӑтартса панӑ.

Кӑҫалхи апрелӗн 4-мӗшӗнче Валерий Чуркина икӗ ротӑна ҫапӑҫу линийӗ ҫывӑхне илсе ҫитерме хушнӑ. Кӗҫӗн сержант тӑшман минометран пӗр чарӑнмасӑр персе тӑнине, ҫавӑн пекех камикадзесен хӑрушлӑхне пӑхмасӑр ротӑсене мотоциклсемпе тата баггисемпе илсе пыма шут тытнӑ. Ку транспорт хатӗрӗсем танксем пек пульӑсенчен хӳтӗлеймеҫҫӗ, анчах вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа, тӗрлӗ маневрсем туса вырӑнтан вырӑна куҫма май параҫҫӗ. Кун пек куҫса пыни питӗ хӑрушӑ пулсан та ҫапла майпа ротӑсем чи «вӗри» точкӑсене ҫитме, минӑсем хунӑ уйсенчен пӑрӑнса иртме, йывӑр техникӑпа тума май килмен маневрсем туса чӗрӗ юлма, задание туллин пурнӑҫлама пултарнӑ. Валерий Георгиевич суйланӑ мел — стратеги енчен тӗрӗс ҫеҫ мар, питӗ хӑюллӑ та пулнӑ. Ҫапӑҫу хирӗнчи экстремаллӑ лару-тӑрура тӗрӗс йышӑну тунинчен ҫынсен пурнӑҫӗ килет-ҫке-ха. Питӗ йывӑр условисенче пӗрле службӑра тӑракансен пурнӑҫне упраса хӑварма пултарни — вӑл хӑех паттӑрлӑх!

Валерий Чуркин ҫапӑҫура вӑй ҫеҫ мар, хӑвӑрт шухӑшласа илме пӗлни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе кӑтартса панӑ. Ентешӗн хӑюлӑхӗпе тата тавҫӑрулӑхӗпе мӑнаҫланатпӑр.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *