Вторник, 13 октября

Пӗтӗм Раҫҫейри  сасӑлав пуҫланнӑ

Хамӑр пурӑнакан вырӑн илемлӗ те тирпейлӗ  пулни  пуриншӗн те паха.  Апрелӗн 21-мӗшӗнчен кӑҫал хӑтлӑх кӗртмелли вырӑнсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав  пуҫланнӑ.

Кӑҫал  республика сӑн-сӑпатне илем кӗртме май паракан  25 объектшӑн сассӑрсене пама пултаратӑр. Пирӗн округра пурӑнакансем Комсомольски ялӗн центрӗнчи «Таныш»  пасар  умӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртессишӗн тата Комсомольскинче универсаллӑ спорт площадки тӑвассишӗн сасӑлама пултараҫҫӗ. Хӑвӑр сассӑрсене парас тесен zagorodsreda. ru платформӑна кӗрсе Патшалӑх пулӑшӑвӗн (Госуслуги) аккаунчӗ урлӑ палӑртмалла. Ку енӗпе сире ялсенчи волонтерсем те пулӑшма пултарӗҫ. Вӗсем сире хӑтлӑх кӗртмелли вырӑн пирки каласа парӗҫ. Сирӗн шухӑшӑртан округ центрӗ мӗнле пуласси нумай килет.  Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем  июнӗн 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче паллӑ пулӗҫ.

Ҫитес вӑхӑтра «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе эсир суйласа илнӗ вырӑн  пирӗн тӑрӑха татах та илемлетӗ.

«Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» федераллӑ проект 2019 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа республикӑри 246 обществӑлла вырӑна илемлӗх сӑнӗ кӗртнӗ. Пӗлтӗрхи сасӑлав тӑрӑх  республикӑра кӑҫал тата 25 вырӑн хӑтлӑланӗ. Иртнӗ ҫул пирӗн регионти 165 пин ҫын хӑй сассине панӑ. Кӑҫал та сасӑлава хастар хутшӑнасса шанатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *