«Ҫӗнтерӗве пӗрле кӗтсе илер!» Ҫак девизпа Чӑваш Енре Ҫӗнтерӗве халалланӑ уяв мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗччен нумай та юлмарӗ. Ҫавна май Шупашкарта уява хатӗрлесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен ушкӑнӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта вице-премьер Владимир Степанов та хутшӑннӑ.
Ларура майӑн 1—9-мӗшӗсенче ирттермелли мероприятисен программине ҫирӗплетнӗ, «Вилӗмсӗр полк» акци вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессине те сӳтсе явнӑ.
Муниципалитетсен ертӳҫисем округсенче хатӗрленӳ ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллаштарнӑ. Мероприятире манӑҫа тухнӑ «Паттӑр ҫӑлтӑрӗ» акцие ҫӗнӗрен чӗртме сӗннӗ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче хӗрлӗ ҫӑлтӑрсем фронта кайнӑ паттӑрсем ҫинчен аса илтернӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫулталӑкӗнче ҫакӑн пек ҫӑлтӑрсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен ҫурчӗсем ҫине вырнаҫтарма йышӑннӑ.

