Ӑмӑрту уҫӑ сывлӑшра физкультура хусканӑвӗсем тунинчен пуҫланни ҫак кун вӑрман хӗррине чӑннипех те сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем пуҫтарӑннине ҫирӗплетрӗ. Ҫак кун Космонавтика кунӗ пулни спорт тусӗсене татах та хавхалану кӳчех пулӗ. Тӳпене ҫӗкленекенсем пурте ачаранах спортпа туслӑ пулса сывлӑхӗсене ҫирӗплетнӗ.
Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова пурне те ҫуллахи спорт сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа саламларӗ, ӑнӑҫлӑ финишсем сунчӗ. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫне пурнӑҫлакан В.Х. Денисов хӑй сӑмахӗнче спортсменсенчен ҫӗнӗ сезонра округра тата ун тулашӗнче иртекен ӑмӑртусенче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем кӗтни пирки пӗлтерчӗ.
Старта малтан чи ҫамрӑккисем, 2012—2013 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем тӑчӗҫ. 1 ҫухрӑмлӑ дистанцие Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Пинеслу Семенова чи малтан чупса тухрӗ. Анита Жукова (Шурут вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш ҫитрӗ, Екатерина Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш пулчӗ. Арҫын ачасенчен ку дистанцире малти виҫӗ вырӑна Павел Смирнов (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Роман Крыловпа Дмитрий Михайлов (иккӗшӗ те Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) йышӑнчӗҫ.
2010—2011 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем 2 ҫухрӑма парӑнтарчӗҫ. Хӗр ачасенчен пӗрремӗш вырӑна Асанкасси вӑтам шкулӗнчи Елизавета Демьянова ҫӗнсе илчӗ. Анастасия Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) тата Виктория Малышева (Хырхӗрри тӗп шкулӗ) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ. Арҫын ачасенчен ку дистанцире чи пултарулли Дмитрий Марков (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) пулчӗ. Сергей Лукиянов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) финиша иккӗмӗш ҫитрӗ, Артемий Нестеров (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вӗҫлерӗ.
Малалла ӑмӑртӑва 2008—2009 ҫулсенче ҫуралнӑ вӗренекенсем тӑсрӗҫ. Вӗсем те 2 ҫухрӑма чупрӗҫ. Кунта Карина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) чи пултарулли пулчӗ. Ҫак шкулти Милена Лукиянова финиша иккӗмӗш ҫитрӗ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Тимофеева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Арҫын ачасенчен Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Ярослав Кокорев палӑрчӗ. Ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене Сергей Петровпа (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) Владислав Комиссаров (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ) тивӗҫрӗҫ.
2007 ҫулта ҫуралнӑ вӗренекенсем 3 ҫухрӑмлӑ дистанцие тухрӗҫ. Хӗрсенчен кунта Полина Порфенова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) чи лайӑх кӑтарту турӗ. Александра Чумакова (Шурут вӑтам шкулӗ) 2-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ. Анастасия Ефремова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Арҫын ачасенчен Даниил Петрова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) ҫитекенни пулмарӗ. Ирек Бедертдинов (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, Бронислав Митюков (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑнсенче пулчӗҫ.
18 ҫултан аслӑрах арҫынсем хушшинче Владимир Калашниковпа Денис Зимцов пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. 60—69 ҫулсенчи арҫынсенчен Вячеслав Лаврушкин, 55 тата аслӑрах ӳсӗмри хӗрарӑмсем хушшинче Людмила Васильева малти вырӑнсене тухрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисемпе медальсене тивӗҫрӗҫ.
Ҫуллахи спорт сезонӗ уҫӑлчӗ. Апла пулсан округри спорта юратакансене ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫеҫ мар, спортӑн ытти енӗсемпе те хӗрӳ ӑмӑртусем кӗтеҫҫӗ. Вӗсене хутшӑнса хӑвӑр вӑя тӗрӗслесе пӑхӑр, стадионсемпе спорт площадкисене спортсменсене хавхалантарма килӗр.
Петр Порядков.

