Апрелӗн 16-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче шкул ачисем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика чемпионачӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 2008—2009, 2010—2011, 2012—2013 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем тупӑшнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗҫ.
Хӑйсен ӳсӗмӗсенчисем хушшинче 60 метра чупса А.Тимофеева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), А.Краснов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ, А.Тухветуллина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), С.Лукиянов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), П.Семенова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Р.Крылов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
300 метрлӑ дистанцире К.Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), К.Кузьмин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), А.Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), А.Феткуллин (Чӗчкен тӗп шкулӗ), П.Семенова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), П.Смирнов (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ) ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
К.Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Я.Кокорев (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Е.Демьянова (Асанкасси вӑтам шкулӗ), Д.Марков (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Е.Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Р.Крылов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) 1 ҫухрӑмлӑ дистанцире чи лайӑх результатсем кӑтартнӑ.
Мечӗке инҫете ывӑтас енӗпе Н.Осипова (Александровка тӗп шкулӗ), М.Иванов (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Е.Демьянова (Асанкасси вӑтам шкулӗ), С.Юнусов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), С.Миллина (Шурут вӑтам шкулӗ), А.Киргизов (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене малашнехи ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунатпӑр.
(Хамӑр инф.).

