Округра паллӑ ентешсен ячӗпе ҫулсерен йӗркелесе ирттерекен ӑмӑртусем чылай. Йӑлана кӗнӗ тупӑшусенчен пӗри — нумаях пулмасть Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче Петр Матросова асӑнса ирттернӗ ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе турнир. Петр Георгиевич — районта спорт кӗрешӗвне пуҫарса яраканӗ, пултаруллӑ тренер, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Турнира уҫса округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Кӗрешӳҫӗсем яланхиллех тӗрлӗ виҫесенче тупӑшрӗҫ, куракансемпе тренерсем хавхалантарнине кура кашни тытӑҫу хӗрӳ иртрӗ.
Чи пӗчӗк виҫеллисем хушшинче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Вадим Никифоров пурне те парӑнтарчӗ. Ҫак шкултах ӑс пухакан Расиль Ялаков тепӗр виҫере ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсменсем те ӑмӑртӑва лайӑх хатӗрленнине кӑтартса пачӗҫ. Александр Мадюков, Самир Галимзянов, Расул Хасиянов, Булат Галимзянов хӑйсен виҫисенче чи маттуррисем пулчӗҫ.
Ӑмӑртура Асанкасси ачисем те палӑрчӗҫ. Евгений Андреев, Никита Захаров, Денис Яндров кавир ҫинче ӑсталӑхне кӑтартса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗҫ.
75 килограмлӑ виҫере Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Павел Герасимов пурне те парӑнтарчӗ. Чи пысӑк виҫере вара Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Роман Яснопольский «ылтӑна» тивӗҫрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене грамотӑсемпе, медальсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Ӑмӑртура командӑсен пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗсене те хакларӗҫ. Чи нумай медале тивӗҫсе Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди куҫса ҫӳрекен кубок хуҫи пулса тӑчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Асанкассисем. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди вара пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашкине хӑпарчӗ.
Палӑртса хӑвармалла: ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе иртекен ӑмӑртусене округри шкулсенче пӗлӳ илекенсем яланах йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку спорт тӗсӗ кашни шкултах аталанман. Халиччен кӗрешӳ спортӗнчен айккинче тӑнӑ шкулсем те малашне унпа интересленме пуҫласан тата та аванрах пулӗччӗ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

