Юр кайса пӗтнӗ-пӗтменех округри ялсенчи ҫынсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртме пуҫларӗҫ. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче субботниксем иртрӗҫ, вӗсем малалла пыраҫҫӗ.
Ял территори уйрӑмӗсенче пурӑнакансем тавралӑха тасалӑхпа илем кӗртнипе пӗрлех йывӑҫсем лартас енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ, Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем вӑрман ҫывӑхӗнче 3 гектар ҫине йывӑҫ хунавӗсем лартса хӑварнӑ. Ку ӗҫе 40 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем лартнӑ 1300 тӗп хунав чӗрӗлсе тавралӑха татах та илем кӳрессе шанма пулать.
Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи Янкасси ялӗнче пурӑнакансем те хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче йывӑҫ-тӗм йышлантӑр тесе вӑй хунӑ. Ял старости П.Краснов ертсе пынипе ҫул хӗррине 500 тӗп чӑрӑш хунавӗ лартса хӑварнӑ. Йывӑҫсем ҫитӗнсе ҫитсен ҫула юр хӳсе каясран сыхлӗҫ.
Кайнлӑк территори уйрӑмӗнче вара Йӑлмахва культура ҫурчӗ ҫумӗнчи лаптӑка хунавсем лартнӑ.
Тавралӑхра йывӑҫ-тӗм ытларах пулни илем кӳрет, таса сывлӑш парнелет.

