Вторник, 13 октября

Вут-кӑвар чӗртме юрамасть

Вӑрмансенчи пушар хӑрушлӑхӗ пирки ытти ҫулсенче апрель уйӑхӗнче ҫеҫ асӑрхаттараттӑмӑр. Кӑҫал юр сахал, ҫанталӑк кӑнтӑрла аванах ӑшӑтать. Ҫавӑнпа та тавралӑх сӑнне улӑштарса пырать. Типӗ курӑксем, ҫулҫӑсемпе туратсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫынсем те вӑрмана ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ.

Ҫуркунне кашни ҫулах ҫынсен асӑрханусӑрлӑхне, тимсӗрлӗхне, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат йӗркисене пӑхӑнманнине пула вӑрмансенче вут-кӑвар тухать. Типӗ курӑксене, ҫӳп-ҫапа  ҫунтарни, кӑвайт чӗртсен ӑна сӳнтермесӗр хӑварни пысӑк инкек патне илсе пырать. Вӑрманта сигарета сӳнтермесӗр пӑрахса хӑварни те тепӗр чухне пушарсен сӑлтавӗ пулса тӑрать.

Ҫавӑнпа та тавралӑх типсе ҫитсен ҫынсен вӑрманта кӑвайт чӗртме, типӗ курӑксене тивертсе яма, ҫӳп-ҫапа ӑҫта килнӗ унта ҫунтарма юрамасть.

Йӗркене пӑсакансене саккунпа килӗшӳллӗн административлӑ майпа айӑпласа пысӑк штрафсем параҫҫӗ. Вӑрманта пушар хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑснӑшӑн граждансене 15 пин тенкӗрен пуҫласа  30 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, юридици вӑйӗнче тӑракансене 100 пинрен пуҫласа 400 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк пур. Вӑрман ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче типӗ курӑка, турата тата ыттине те ҫунтарнӑшӑн та штрафсем пысӑк. Граждансене 30—40 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 40—60 пин тенкӗ, юридици вӑйӗнче тӑракансене 500 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф параҫҫӗ.

Округра пурӑнакансене вӑрманта тата вӗсен ҫывӑхӗсенче вут-кӑвар тухасран асӑрхануллӑ пулма  ыйтатпӑр. Пушар тухнине асӑрхасан  пӗр тӑхтаса тӑмасӑр  «01», «101» тата «112» номерсемпе шӑнкӑравламалла.

Сергей Григорьев,

Комсомольски лесничествин участокри лесничийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *