Пирӗн округра паллӑ ентеш Владислав Ильин вице-адмирал парнисене выляса илессишӗн волейбол турнирӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн хӗрсен чи ӑста командисем «Кӗтне» спорт комплексне пуҫтарӑнчӗҫ, ҫак спорт тӗсӗнче тупӑшса пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
Чи малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ҫарпа тинӗс юлташлӑхӗн представителӗсем пурне те ҫывхарса килекен уявпа ӑшшӑн саламларӗҫ, командӑсене ӑнӑҫлӑн выляма, пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. Шурут-Нурӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владислав Ильина округра лайӑх пӗлеҫҫӗ, унпа мӑнаҫланаҫҫӗ. Вӑл Лӑпкӑ океан ҫарпа тинӗс аслӑ училищинчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, офицерсен ятарлӑ аслӑ класӗсене, ҫарпа тинӗс тата Генерал штабӗн ҫар академийӗсене пӗтернӗ. Шыв айӗнчи стратеги пӗлтерӗшлӗ крейсер дивизийӗн командирӗ пулнӑ. Вӑл тӑван округпа ҫыхӑну тытсах тӑрать, час-часах килсе ҫӳрет. Шӑпах ҫакӑн пек ҫынсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ те.
Ӑмӑртӑва пирӗн округ спортсменкисем ҫеҫ мар, Йӗпреҫ, Патӑрьел, Вӑрнар тата Елчӗк округӗсенчен килнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Кашни тытӑҫӑвах хӗрӳ иртрӗ. Куракансем хавхалантарнине кура волейболисткӑсем ҫине тӑрса ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлчӗҫ. Уйрӑмах турнирӑн финалӗ питӗ хумхануллӑ иртрӗ. Пирӗн округ команди (ун йышӗнче Тӑманлӑ Выҫли хӗрӗсем тупӑшрӗҫ) пурне те кая хӑварса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ, куҫса ҫӳрекен кубока тивӗҫрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Йӗпреҫсен команди. Вӑрнар хӗрӗсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ.
Мала тухнӑ команда мартӑн 11-мӗшӗнче Патӑрьелӗнче иртнӗ зонӑри ӑмӑртусенче те хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартса пачӗ. Пирӗн округ волейболисткисем 2-мӗш вырӑн йышӑнса шкулсен волейбол лигин малаллахи тапхӑрне хутшӑнма путевка выляса илчӗҫ. Вӗсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.
Ирина ИЛЬИНА.

