Мартӑн 1-мӗшӗнче, шӑматкун, хӗллехи спорт сезонӗ хупӑннӑ ятпа, «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ эстафетӑллӑ ӑмӑртӑвӗ пулать.
Вӑл Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче 9 сехет те 30 минутра пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансем пурте унта хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп тата вӑтам шкулсен командисенче 2 хӗрачапа 2 арҫын ача пулмалла. Муниципаллӑ округ администрацийӗн тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен, территори уйрӑмӗсен командисенче 3 ҫын пулмалла. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче 2 арҫынпа 1 хӗрарӑм старта тӑрӗ. Ветерансен командисем 2 арҫынран тата 1 хӗрарӑмран пулмалла. Пурте 1 километра чупӗҫ.
Пурне те ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!
Йӗркелӳ комитечӗ.

