Шупашкарта мартӑн 5—6-мӗшӗсенче регионсем хушшинчи XVII «Ҫӗрулми — 2025» курав-ярмӑркка иртет. Унта ҫӗршывӑн 17 регионӗнчен 70-е яхӑн компани хутшӑнӗ, агросферӑри ҫитӗнӗвӗсемпе тата ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарӗ. Республикӑри аграрисем 19 тӗрлӗ ҫӗрулми вӑрлӑхӗ илсе пырӗҫ.
ЧР Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, «Ҫӗрулми» курав 2009 ҫултанпа иртет, унта Раҫҫейри ҫӗрулми туса илекенсем тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ отрасльсенче тӑрӑшакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ, ҫитӗнӗвӗсене кӑтартса параҫҫӗ. Ял хуҫалӑх техникин куравӗ те ҫулсерен нумай ҫынна интереслентерет.
Мероприятире кашниех ҫӗрулми ҫитӗнтерекенсенчен ӳсентӑрансене хӳтӗлемелли меслетсем ҫинчен ыйтса пӗлме, тӗрлӗ сортлӑ ҫӗрулми тутанса пӑхма, вӑрлӑхлӑх туянма пултарать.
Ярмӑрккана «Слава картофелю» агрофирма ӗҫченӗсем те хутшӑнӗҫ, вӗсенчен «Краса Мещеры», «Пламя», «Гала» сортлӑ «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑрлӑхне туянма пулӗ. Ҫавӑн пекех мероприятие ытти организацисемпе фермерсем те тӗрлӗ сортлӑ ҫӗрулми, пӗтӗмпе 50 тонна таран, сутма илсе пырӗҫ.

