Хам культура сферинче нумай ҫул ӗҫленипе пулӗ эпӗ Киров поселокӗнчи клубра час-часах пулма тӑрӑшатӑп. Халӗ унта кӗме те кӑмӑллӑ.
Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ вӑл ишӗлме пуҫланӑччӗ. Ӑна хупасси пирки те калаҫу пулнӑччӗ. Район хаҫатӗнче Чӑваш республикин депутачӗсем граждансене йышӑнасси пирки пӗлтерӳ тухнӑччӗ. Эпир, ял старости А.П.Краснов, ял администрацийӗн депутачӗ А.А.Можаев, вӑл вӑхӑтра клубра ӗҫленӗ Л.Н.Скворцова йышӑнӑва кайрӑмӑр. Пире Ю.А.Попов депутат кӗтсе илчӗ, мӗнле ыйтупа килнине ыйтса пӗлчӗ. Эпир хамӑрӑн шухӑш пирки каласа патӑмӑр, Юрий Алексеевич пире юсав ӗҫӗсем йӗркелеме май тупасси пирки хыпар ҫитрӗ. Тепӗр 2—3 уйӑхран клуба юсама укҫа-тенкӗ уйӑрни пирки пӗлтӗмӗр. Ял ҫыннисем ӗненмерӗҫ. Анчах та вӑл вӑхӑтра клуб заведующийӗ пулман, унсӑрӑн вара юсав ӗҫӗсене тумаҫҫӗ. Малтан та культурӑра ӗҫленӗ Н.В.Краснова заведующи пулма килӗшрӗ. Вӑл чӑннипех те ӗҫе пикенсех пуҫӑнчӗ. Паян клуб алӑкӗ яланах уҫӑ. Стенасем ҫинче стендсем, плакатсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене кашни уяв умӗнех улӑштарса пыраҫҫӗ. Клуб ҫумӗнче «Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук» музей ӗҫлет. Унта ҫутӑ та таса, экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ. Музее пыракансем ӗлӗкхи япаласемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе, документсемпе паллашма пултараҫҫӗ.
Клубра кружоксем те ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, «Шурӑмпуҫ шӑпчӑкӗсем» фольклор ушкӑнне Г.Можаева, Г.Филиппова, В.Можаева, Н.Краснова, В.Краснова, В.Ефимова, Г.Лукина, С.Петрова, А.Можаева тата ыттисем те хапӑлласа ҫӳреҫҫӗ. Ку ушкӑна йӗркеленӗренпе 40—45 ҫул та пулӗ. Ташӑ кружокӗ те пур. Аэробикӑна юратакансем те клубра пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ачасем ҫутҫанталӑка кӑмӑллакансен кружокне хаваспах ҫӳреҫҫӗ.
Поселокра пурӑнакансене канма, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ та интереслӗ ирттерме майсем туса панӑшӑн округ администрацийӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.А.Попов, ЧР культура министерстви, Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова тав сӑмахне тивӗҫлӗ.
Клуб хӑтлӑ пулсан вӑл хӑйӗн патне туртать.
Тамара Григорьева,
ялкор.

