Вторник, 13 октября

Налук марафонӗ пырать

Налук марафонӗ пырать

Февралӗн 24 — мартӑн  5-мӗшӗсенче республикӑра налук марафонӗ иртет.

Вӑл вӑхӑтра федераллӑ налук службин управленийӗн сотрудникӗсем шкул ачисемпе, студентсемпе, аслӑ ӳсӗмри ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелӗҫ.

Налук патшалӑх бюджечӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унӑн ҫӗршыври халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессинчи вырӑнӗ пирки специалистсем каласа парӗҫ. Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра та «Налоговый калейдоскоп» квест-вӑйӑ, налук ҫӑмӑллӑхӗсем ҫинчен калаҫу-консультаци пулӗ. Налуксем ҫинчен пӗлни кашнинех кирлӗ.

Инна Ядрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *