Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине кура ҫӗршывра ҫулталӑкӗпех патриотлӑх ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма йышӑннӑ. Халӑх астӑвӑмне упраса хӑварасси, ҫамрӑк ӑрӑва чӑн-чӑн патриотсем пулма вӗрентесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округри Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Мероприятие тыл ӗҫченӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳсен ветеранӗсем, волонтерсем тата ыттисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ. Вӑл ветерансен паттӑрлӑхне хисепленине, яланах асра тытнине палӑртнӑ, кӑҫал Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалласа нумай мероприяти ирттерме планлани ҫинчен каланӑ, вӗсене активлӑн хутшӑнма йыхравланӑ.
Уявра тыл ӗҫченӗсене Зоя Маринана (Кӗҫӗн Каҫал ялӗ), Александра Скворцовӑна (Кӗҫӗн Каҫал) тата Александра Шикаревӑна (Аслӑ Чурачӑк) Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальсемпе наградӑланӑ. Вӗсем ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ, ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ. Пирӗн халӑх ирсӗр фашиста аркатма пултарнинче вӗсен тӳпи те пурах.
Николай Никандрович ҫавӑн пекех ЧР Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ хастар ҫамрӑксене ҫакна ҫирӗплетекен свидетельствӑсем панӑ. Чи малтан тирпей-илем кӗртмелли территорисене палӑртас тӗллевпе пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи сасӑлава йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн Анна Аполонова тата Рилия Мирзетзянова ЧР строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Тав хутне тивӗҫнӗ.
Мероприятие пуҫтарӑннисем геройсем пирӗн хушӑрах пулнине тепӗр хут курса ӗненнӗ. Акӑ, Йӑлмахва ялӗнчи Герман Ефремов ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса хӑюлӑхпа палӑрнӑ, тӗрлӗ медальсене тивӗҫнӗ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ, паттӑр ентеше сцена ҫине йыхравласа ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн, вӗсемшӗн тӗслӗх пулнӑшӑн «Комсомольски округне 85 ҫул» медальпе чысланӑ.
Концертра чуна пырса тивекен сӑвӑсем, юрӑсем янӑранӑ. Кадетсем, «Островок» ташӑ ушкӑнӗ, культура ӗҫченӗсем тата ыттисем те пултарулӑхӗпе пурне те тыткӑнланӑ.
Курма пынисем фойере тӗрлӗ выставкӑсемпе паллашнӑ: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫырусем, ҫӗнтерӳ символӗсем, вӑрҫӑ ҫинчен калакан кӗнекесем, кивӗ сӑн ӳкерчӗксем чун-чӗресене хускатнӑ, вӑрҫӑн тискерлӗхӗ, хаярлӑхӗ ҫинчен аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех Хӗрарӑмсен канашӗн вырӑнти уйрӑмӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем валли килти лапша хатӗрлессине йӗркеленӗ. Кӑмӑл тӑвакансем хаваспах ку ӗҫе хутшӑннӑ. Чун ӑшшине парса янтӑланӑ ҫимӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра Украинӑри ентешсем патне ярса парӗҫ.
Мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнӗ, куракансем йышлӑн пуҫтарӑнни ӑрусен ҫыхӑнӑвне, пӗрлӗхне, округра пурӑнакансемшӗн халӑх историйӗ, астӑвӑмӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса панӑ. Ҫакнашкал мероприятисем округри ялсенче те иртӗҫ. Вӗсем хальхи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура халӑхӑн пӗрлӗхлӗ пулмаллине, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшмаллине аса илтереҫҫӗ. Наталья Калашникова.

