Вторник, 13 октября

Тав тӑваҫҫӗ

Тав тӑваҫҫӗ

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи волонтерсем  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу параҫҫӗ: маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, дронсенчен хӳтӗленмелли утиялсем ҫӗлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ентешсем службӑра тӑракан ҫар чаҫӗн командирӗнчен М.Краснощеков полковникран В.В.Воронов волонтер ячӗпе Тав ҫырӑвӗ килнӗ.  Вӑл ку тӑрӑхра пурӑнакансене салтаксене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ панӑшӑн чӗререн тав тунине палӑртнӑ. Вӗсем пуҫтарса ӑсатнӑ япаласем ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче питӗ пулӑшнине ҫирӗплетнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *