Райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева туса ирттернӗ ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарнӑ. «Пирӗн ӗҫ-хӗл ялсенче пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тата пулӑшусемпе тивӗҫтерме, потребительсен рынокӗнчи конкурентлӑха тытса пыма пулӑшать», — палӑртнӑ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.
Райпо халӑха кирлӗ таварсемпе тивӗҫтернисӗр пуҫне обществӑлла апатлану сферинче те активлӑн ӗҫлет, ҫавӑн пекех шкулсенчи тата ача сачӗсенчи 2,8 пин ачана вӗри апатпа тивӗҫтерет. Аталанӑвӑн комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн укҫа-тенке тӗрлӗ объектсене реконструкцилесси, оборудованисене ҫӗнетесси ҫине яраҫҫӗ. Тӗрлӗ ялсенче вырнаҫнӑ магазинсем ҫӗнелсе пынине курма уйрӑмах кӑмӑллӑ.
Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Данилов, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Фарад Зейнетдинов райпо коллективне пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ятпа саламланӑ, малашне те самана таппипе тан ӗлкӗрсе, халӑха куллен кирлӗ таварсемпе вӑхӑтра тивӗҫтерсе пыма суннӑ.
Мероприятире чи хастар ӗҫченсемпе хисеплӗ ветерансене, ҫав шутра тивӗҫлӗ канури Иван Павловпа Мария Волковӑна, «Торговый дом» ООО сутуҫине Надежда Лукинана, Геннадий Димитриев водителе, «Хлебозавод» ООО аслӑ экспедиторне Людмила Игнатьевӑна медальсем парса чысланӑ.

