Вторник, 13 октября

Грант курӑмлӑ пулӑшу кӳрет

Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса пирӗн округри Наиль Зарипов аш-какай туса илессине анлӑлатнӑ. Ҫак кунсенче ЧР Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем кунта ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Н.Зарипов 2023 ҫулта 3 миллион тенкӗлӗх «Агростартап» грант илнӗ, ҫак укҫапа усӑ курса выльӑх усрамалли вите хӑпартнӑ тата 50 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх туяннӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн грант условийӗсене мӗнле пӑхӑннине, бизнес-плана пурнӑҫа кӗртсе пынине хакланӑ. Фермерӑн хуҫалӑхӗнче хальхи вӑхӑтра 54 пуҫ выльӑх, ҫулталӑкра 7,84 тонна аш-какай туса илнӗ.

«Ҫак грант — пирӗн хуҫалӑхшӑн питӗ пысӑк пулӑшу. Эпир выльӑхсене усрамалли условисене лайӑхлатма, аш-какай туса илессине ӳстерме тӑрӑшатпӑр», — уҫнӑ шухӑшне Наиль Зарипов.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта республикӑри фермерсем 68 грант илнӗ. Регионта хуҫалӑхсене пулӑшу кӳмелли 4 мел ӗҫлет — ҫемье фермисем, кооперативсем валли паракан пулӑшусем, «Агростартап» тата «Перспектива» грантсем. «Пӗлтӗр виҫӗмҫулхипе танлаштарсан 5 грант нумайрах панӑ. Пӗтӗмӗшле пулӑшу сумми 395,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ», — палӑртнӑ министр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *