Округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси малалла пырать. Территори уйрӑмӗсенчи пур ялсенче пурӑнакансем те инҫетри ентешӗсене пулӑшаҫҫӗ. Культура ҫурчӗсемпе клубсене пуҫтарӑнса маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, дронсенчен сыхланмалли утиялсем ҫӗлеҫҫӗ, укҫа-тенкӗ енчен пулӑшаҫҫӗ…
Ҫак кунсенче пирӗн округран маскировка сеткисене тата окоп ҫуртисене аякри салтаксем патне ӑсатрӗҫ. Черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ҫула тухрӗ.

