Вторник, 13 октября

«Кӗмӗле тивӗҫнӗ»

«Кӗтне» спорт шкулӗн спортсменки Эльвира Демьянова Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командинче ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Атӑлҫи федераллӑ округӗн ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ.

Г.Н.Петухов тренер ертсе пынипе ӑсталӑхне туптакан хӗр лайӑх кӑтартусемпе палӑрса хӑйӗн виҫинче кӗмӗл медаль илме пултарнӑ.

Кӗрешӳҫе спорт ҫитӗнӗвӗпе чӗререн саламлатпӑр, малашне те округ тата республика чысне ҫӳлте тытма сунатпӑр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *