Вторник, 13 октября

Чун каниччен савӑнчӗҫ

Ҫӗнӗ Шӑхран  ялӗнчи  клубра час-часах тӗрлӗ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ.

Манӑн, ҫавӑн пекех ял ҫыннисен асӗнче те Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе иртнӗ «Хӗл мучи Ҫӗнӗ ҫул балӗнче» юмах нумайлӑха асра юлчӗ. Тухатмӑш, Асамҫӑ хӗр, Юрпике тата юмахсенчи ытти сӑнарсен тумне тӑхӑннӑ ачасем ҫак кун чун каничченех савӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул юррисем, вӑйӑсем, конкурссем пулчӗҫ. Хӗл мучипе Юр пике  елка йӗри-тавра ҫаврӑнакансене пылак ҫимӗҫсемпе хӑналарӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен пулин те пират тумне тӑхӑннӑ Ваня Петров  пурин чӗрине те тыткӑнларӗ.

Кӑмӑлтан савӑннӑ хыҫҫӑн пурте тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

Людмила Тихонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *