Ӗҫ тата вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен, шалти ӗҫсен ветеранӗсен округри совечӗн президиумӗн ларӑвӗнче иртнӗ ҫул пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухрӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ.
Ҫулӗсене пӑхмасӑр ватӑсем округӑн обществӑлла ӗҫӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, ачасемпе ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе чылай тӑрӑшаҫҫӗ. Ветерансен совечӗн округри председателӗ Ю.С.Тимофеев вӗсем пирки хӑйӗн докладӗнче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ветерансем хутшӑннипе, вӗсен пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ мероприятисене эпир хамӑр хаҫат страницисенче те ҫутатсах пынӑ. Ҫулталӑк тӑршшӗнче ветерансем темиҫе хутчен те пӗрле пуҫтарӑнса калаҫнӑ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Канашлусене влаҫ органӗсенче, вӗрентӳре, сывлӑх сыхлавӗнче, культурӑра тата ытти ӗҫ тӑвакан органсенче тӑрӑшакансене чӗннӗ, вӗсем каласа панӑ ҫӗнӗлӗхсемпе паллашнӑ. Округ (район) историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ентешсен юбилейӗсене халалласа асӑну каҫӗсем йӗркеленӗ. Вӗсене ҫамрӑксемпе ачасене те явӑҫтарнӑ. Округа аталантарас тӗлӗшпе курӑмлӑ ӗҫсем тунӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ пирӗн хушӑмӑрта ҫук ӗнтӗ. Анчах та ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ветерансен пархатарлӑ ӗҫӗсем пирки манса каймалла мар. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем паянхи куншӑн, малашлӑхшӑн ӗҫленӗ, вӑрҫӑ хирӗсенче юн тӑкнӑ. Асӑну каҫӗсем ирттересси кӑҫал та пулса пымалла.
Юрий Сергеевич Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвас тӗлӗшпе ветерансен ҫине тӑрса тӑрӑшмаллине палӑртса хӑварчӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ирттерекен мероприятисене вӗсемпе ҫыхӑнтарма сӗнчӗ. Иртнӗ ҫул та Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫывхарнине халалласа округра чылай ӗҫ тунӑ. Шурут территори уйрӑмӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пулнисене асӑнса ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен юбилейӗсене паллӑ тунӑ.
Президиум членӗсем ларура малашнехи тӗллевсене те палӑртса хӑварчӗҫ.
Раҫҫей социаллӑ фончӗн округри клиент службин ертӳҫи Н.В.Юманова пенсипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Унта тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Центра ҫӳрекенсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли 150 маскировка сечӗ ҫыхнӑ, дронсенчен хӳтӗленмелли 350 утиял ҫӗленӗ, ку ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Ларура «Раҫҫейри пенсионерсен союзӗн» вырӑнти совечӗн председателӗ В.И.Пундяков та сӑмах илчӗ. Вӑл «За активное долголетие» республикӑри спартакиадӑна хутшӑннӑ чухне тухса тӑракан йывӑрлӑхсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
С.Ф.Кокоревапа П.Н.Зайцев таврапӗлӳҫӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче самолетсемпе ҫапӑҫнӑ тата вӗсене вӗҫеве хатӗрленӗ ентешсем ҫинчен кӗнеке хатӗрлени, ҫавӑнпа та пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ летчиксем пирки ытларах информаци кирлӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗҫ, пулӑшма ыйтрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем округра летчиксене асӑнса палӑк лартас пуҫару ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ.
Ҫанталӑк условийӗсене пула (январӗн 31-мӗшӗ пӑрлак пулчӗ) президиум членӗсем пурте пулаймарӗҫ пулин те лару чылай ыйтӑва пӑхса тухрӗ, кирлӗ йышӑнусем турӗ.
Юрий Гаврилов.

