Раҫҫейре кӑҫалхи ҫула Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Мӗнлерех ӑнланмалла-ха ҫак сӑмахсене; Ман шутпа, чи малтанах куҫ умне Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинчи паттӑр салтаксем тухса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мирлӗ пурнӑҫра Тӑван ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче вӑхӑтсӑр пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене те манса каяр мар! Округ администрацийӗ кӑҫалхи ҫул тӗрлӗ мероприятисем ирттерсе ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва хамӑр тӑван округ паттӑрӗсем ҫинчен пӗлтерессе шансах тӑратпӑр.
Январӗн 31-мӗшӗнче Комсомольски халӑх музейӗнче округри таврапӗлӳҫӗсен черетлӗ пухӑвӗ пулса иртрӗ. Тӗрлӗрен ыйтусене хускатрӗҫ. Сӑмахран, 1920 ҫулта ҫуралнӑ Иван Васильевич Смирнов — Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнчи пулеметчик — шӑпи питӗ кӑсӑклантарать. Мӗн пӗчӗкренех эпир ӑна вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ геройсен шутне кӗртнӗ. Анчах та вӑл тивӗҫлӗ наградӑна илнӗ-ши? Ҫак ыйтупа Комсомольски ҫар комиссариатне ҫитсе курасси ҫинчен те калаҫу пулчӗ.
Тепӗр кӑткӑс ыйту — Раҫҫей оборона министерствине ҫырса тӗрӗсмарлӑха ҫиеле кӑларасси% Эткер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Прокопьевич Галкин (1919—1951 ҫ.ҫ.) виҫӗ «Мухтав орденӗ» илме пултарнӑ, Совет Союзӗн Геройӗсен ҫӑмӑллӑхӗсемпе усӑ курмалли ҫын пулнӑ. Унӑн III степеньлӗ орден — пӗрре, II степеньли — иккӗ, I степеньли вара ҫук. Пӗр II степеньлӗ орденӗ пӗрремӗш пулмалла пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пӑтрашӑва пула пирӗн ентеш паттӑрлӑхне тӗрӗсех мар хакланӑ. Пухура тепӗр ыйтӑва та тӗплӗн пӑхса тухрӗҫ. Хамӑр округри пӗтӗм ӑрури летчиксем, самолетсене пӑхса тӑракансем, вӗсене специалистсем пулма хатӗрлекенсем ҫине тимлӗх уйӑрчӗҫ. Вӗсем ҫинчен округри таврапӗлӳҫӗсем питӗ нумай материал пуҫтарнӑ. Вӑй ҫитерсен вӗсем ҫинчен кӗнеке кӑларас ӗмӗтлӗ. Тӗлпулӑва авиаци ветеранӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пӗрле пуҫтарӑнса округ администрацине уҫӑ ҫырупа тухас тесе калаҫса татӑлчӗҫ — Комсомольскинчи парк территорийӗнче вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ летчиксене асӑнмалли вырӑн пулмаллах.
Хисеплӗ ентешсем! Сирӗнтен пулӑшу ыйтса ҫыратпӑр — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи летчиксем ҫинчен пӗлетӗр пулсан районти халӑх музейне ҫак телефонпа 8(83539) 5-12-05 шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Тӗрлӗ материалсем, сӑн ӳкерчӗксем илсе пыма сӗнетпӗр.
Паянхи кун вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи 19 летчик пирки пӗлетпӗр, вӗсем:
1. Абукин Анисим Осипович, 1904 ҫ.ҫ., Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ.
2. Будаков Николай Владимирович, 1912 ҫ.ҫ., Александровка ялӗ.
3. Гаврилов Дмитрий Тихонович, 1921 ҫ.ҫ., Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ.
4. Долгов Иван Николаевич, 1921 ҫ.ҫ., Аслӑ Каҫал ялӗ.
5. Зайцев Иван Матвеевич, 1915 ҫ.ҫ., Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗ.
6. Крючков Дмитрий Федорович, 1915 ҫ.ҫ., Эткер ялӗ.
7. Миронов Алексей Григорьевич, 1921 ҫ.ҫ., Ӗнтӗркасси ялӗ (Хирти Ӗнел).
8. Михайлов Иван Васильевич,1921 ҫ.ҫ., Хирти Шӑхасан ялӗ.
9. Петров Илья Петрович, 1915 ҫ.ҫ., Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗ.
10. Пипков Михаил Федорович, 1918 ҫ.ҫ., Кӗтне Пасар ялӗ.
11. Плеткин Арсентий Григорьевич, 1918 ҫ.ҫ., Нӗркеҫ ялӗ.
12. Разумов Иван Петрович, 1911 ҫ.ҫ., Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗ.
13. Северов Петр Дмитриевич, 1923 ҫ.ҫ., Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ.
14. Сергеев Петр Сергеевич, 1913 ҫ.ҫ., Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗ.
15. Смирнов Петр Гурьевич, 1918 ҫ.ҫ., Хирти Мӑнтӑр ялӗ.
16. Степанов Никодим Дмитриевич, 1923 ҫ.ҫ., Аслӑ Чурачӑк ялӗ.
17. Федоров Сергей Кузьмич, 1919 ҫ.ҫ., Шурут ялӗ.
18. Шербустанов Филипп Александрович, 1916 ҫ.ҫ., Нӗркеҫ ялӗ.
19. Юманков Михаил Николаевич, 1918 ҫ.ҫ., Нӗркеҫ ялӗ.
Ҫак списока кӗртмен летчиксем ҫинчен пӗлетӗр пулсан ҫӳлерех кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтатпӑр.
Павел Зайцев,
запасри аслӑ лейтенант.

