«Слава картофелю» агрофирма Мускаври «АГРОТЕХ Экспо» выставкӑра хӑйӗн продукцине кӑтартса панӑ. Курава 27 ҫӗршывран 800 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Выставкӑра агрофирма ертӳҫисем Казахстанпа тата Узбекистанпа Чӑваш Енрен ҫӗрулми вӑрлӑхӗ турттарассине сӳтсе явнӑ, «Магнит», «Лента» тата «Пятерочка» суту-илӳ сечӗсем урлӑ продукцие сутасси ҫинчен килӗшӳсем ҫырнӑ.

