Чӑваш Ен Наци экологи рейтингӗнче федерацин Атӑлҫи округӗн чи малти регионӗ шутланать. Ҫак списока хатӗрлемешкӗн 2024 ҫулхи кӗркуннехи пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ. Ҫӗршывӗпе вара пирӗн республика 7-мӗш вырӑнта. Рейтинга Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ 2007 ҫултанпа хатӗрлет. Юлашки 5 ҫулта Чӑваш Ен хӑйӗн кӑтартӑвӗсене 20 пункт чухлӗ лайӑхлатнӑ (2020 ҫулхи кӗркунне 62-мӗш пулнӑ, 2024 ҫулхи кӗркунне вара — 82-мӗш).
«Чӑнах та, иртнӗ кӗркунне экологи мероприятийӗ чылай пулчӗ, республикӑра пурӑнакансем вӗсене хастар хутшӑнчӗҫ. «Вӑрмана упрар» акци, «Симӗс Раҫҫей» субботник, ҫӑлкуҫсене хӑтлӑлатасси тата ытти те… Каяшсене уйӑрса пуҫтарассипе халӑхпа пысӑк ӗҫ ирттеретпӗр, ҫӗнӗ экоҫулсем уҫатпӑр», — тенӗ ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов.

