Кӑҫалхи январӗн 2-мӗшӗнче пирӗн юратнӑ аппа Людмила Михайловна Макарова (хӗр чухнехи хушамачӗ Комиссарова) ӗмӗрлӗхех пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа 4 ҫул ҫитрӗ. Вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртет, анчах та вӑл пирӗнпе пӗрлех пурӑннӑ пек туйӑнать, аса илтерсех тӑрать. Вӑл ӑсталанӑ япаласем, ырӑ кӑмӑлӗ асран тухмаҫҫӗ. Уйрӑмах пирӗн пӳртри залра ҫакӑнса тӑракан пысӑк тӗрӗ. Ӑна вӑл мана асӑнмалӑх панӑччӗ. Виличчен пӗрре мана шӑнкӑравласа ҫав тӗрӗ пирки ыйтнӑччӗ, ӑна ӑҫта хунипе интересленнӗччӗ. Эпӗ ӑна ниҫта та ҫакса хурайманнине пӗлтернӗччӗ. Вӑл кӑмӑлсӑрланнӑн туйӑнчӗ.
Аппа пиртен кӗтмен ҫӗртен уйрӑлса кайсан, йывӑр хуйхӑран лӑплансан хальхи ҫипсемпе урӑх материалсем ҫине тӗрлеме тытӑнтӑм. Эпӗ халь ҫамрӑк мар та, 3 ҫул ӗҫлерӗм унпа. Вӑл +ӗнӗ Мӑратра вӑй хунӑ чухне ӑна тӗрленӗ, эпӗ — 70 ҫулта. Аппа ун чухне педучилищӗрен ҫеҫ вӗренсе тухнӑччӗ. Ку тӗррӗн историйӗ кӑсӑклӑ, ҫавӑнпа та маншӑн хаклӑ. Вӑл ҫамрӑклӑха аса илтерет. Эпир те тӗрӗ ҫинчи ҫамрӑксем пек гопак ташша ташласа ӳснӗ.
Вӑл вӑхӑтра мулине тата ирис ҫипписемпе тӗрленӗ. Халӗ тем тӗрлӗ ҫип те пур. Тӗрре чӗрӗлӗх кӗртес тесе телефон ҫинчи «Одноклассники» сайта кӗрсе те тӗрлӗ тӗрӗсене курса суйларӑм. Вӑл кӑвак пусма ҫине тӗрленӗ, манӑн — шурӑ. Аппаннинчен пысӑкрах та пулса тухрӗ. Тӑршшӗ 1 метр та 40 сантиметр, сарлакӑшӗ 93 сантиметр. Тӗрӗне пӑхса ытараймастӑп. Хулана ывӑлпа автомашинӑпа кайса рама суйласа килтӗмӗр.
Халӗ ҫак тӗрӗ ҫуртри зала илемлетет, аппана, хамӑрӑн ҫамрӑклӑха аса илтерсе тӑрать. +авӑнпах пулӗ хама та ҫамрӑкрах пек туятӑп.
Ку тӗрӗ хыҫҫӑн ыттисене те ҫӗнетрӗм, рамӑсене вырнаҫтартӑм. Малашне сывлӑх пулсан акӑшсем тӗрлесшӗн-ха. Ырӑ кӑмӑлпа, лайӑх ӗмӗтсемпе, чун ыйтнипе ӗҫлесе пурӑннине мӗн ҫиттӗр!
Мария Яковлева,
йӑмӑкӗ.

